Хӑй ӗҫлесе кайнӑ малтанхи тапхӑрта Конгресс, пирӗн шутпа, чӑнахах та чӑваш нацине европӑлла типлӑ наци пек йӗркелесе ярас, чӑваш патшалӑхлӑхне, ун политика системине тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарас, халӑхӑн экономика никӗсне трансформацилес, чӑваш чӗлхи статусне ҫӗклес тесе пысӑк ҫитӗнӳсем тунах.
«Чӑвашкино» ҫинчен ырӑ мар хыпар илтрӗм те, сайтра пичетленнӗ статьясене чуна ыраттарса вуласа тухрӑм. Комментарисем ҫырни пулӑшаяс ҫук, статья ҫырма шутларӑм. Калас сӑмаха каламалла тата кирлӗ вӑхӑтра каламалла. Вӑхӑтра каламан сӑмах пирки мӗн чухлӗ нуша куратпӑр: чӗлхе те вакланнӑ, Наци лицейӗ те арканнӑ, Чӑваш театрӗ те пӗтсе ларнӑ… Туллиех проблема!
«Чӑвашкино» ҫинчен эп вуниккӗри ача Тани Юн ҫырнӑ, 1972-мӗш ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Иртнӗ кунсем, ҫулсем» кӗнекере вуласах тӗлӗннӗччӗ.
Эпир, шӑпа хушнипе Чӑваш Республикин тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем, пӗтӗм чӑваш халӑхӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑратпӑр.Чӑваш республикипе унӑн Шупашкар шӗкӗр хули тӗнчери мӗнпур чӑвашсемшӗн чӗлхепе культура центрӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавна пула Эсир, Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ пулнӑ май, пӗтӗм чӑваш халӑхӗн лидерӗ пулса тӑратӑр. Ҫавӑнпа Сирӗн тӑван чӗлхешӗн тӑрӑшакан принциплӑ позицирен чӑваш чӗлхипе культурин малашнехи аталанӑвӗ тӳррӗн килет.
Чӑваш наци радиовӗпе темиҫе хут та илтрӗм: чӑваш кинона хупма хатӗрленеҫҫӗ иккен. Паян вацапра ҫапла хыпар илтӗм: «Министр культуры Чувашской Республики (Каликова Светлана Анатольевна) запрещает снимать фильмы на чувашском языке, не смотря на то, что сама является коренной чувашкой. С ее указки, за производство фильмов на чувашском языке, закрывают “Чувашкино”» Ҫак хыпара Станислав Сатура ярса патӑм та, вӑл, тарӑхнипе ӗнтӗ, вырӑсла хуравларӗ: «Что за идиотизм?»
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ юпан 14-мӗшӗнче чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне 1 миллионран ирттерчӗ. Ку ӗҫ мӗнле пулса пыни пирки, тата чӗлхе тӗпчевӗн паянхи ыйтӑвӗсем пирки сӑмах хускатасшӑн. Сирӗншӗн, вулакансемшӗн, тата чӑваш чӗлхи шӑпишӗн кӑшт та пулин пӑшӑрханакансемшӗн, ӑнланмалларах пулӗ тетӗп.
Мӑшӑрлас ӗҫ пирки пӗтӗмӗшле каласа пани
Ҫак ӗҫе эпир 2016 ҫулта пуҫланӑччӗ. Ун чухне «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» те йӗркеленменччӗ-ха… Ӗҫе вӑл вӑхӑтра хутран-ситрен кӑна туса пырсаччӗ, ӗҫ майне мӗнле хӑвӑртлатассине шырасаччӗ.