Кӑҫалтан чылай ҫӗнӗ саккун вӑя кӗчӗ. Водительсене пырса тивекенни те пур. Вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ: нумайӑшӗ ҫул-йӗр правилине пӑсать, куншӑн штраф тӳлеме тивет. Е халӗ пур ҫӗрте те тенӗ пекех камерӑсем лартнӑ. Асӑрхаса ӗлкӗрейместӗн-тӗк — штраф тӳле.
Чылайӑшӗ штрафа вӑхӑтра тӳлемест, ҫавна май самай пысӑк сумма пухӑнать. Ӗҫ-пуҫ приставсем таранах ҫитет. Халӗ кӑшт ҫӑмӑлрах. Штрафа 20 кунра тӳлесен унӑн виҫи 50 процент чакать. Ахӑртнех, ку лайӑх витӗм кӳрет, парӑма вӑхӑтра татакансем нумайланнӑ.
More...