Нумай пулмасть эп сирӗн умӑра «Чӑваш халӑх сайчӗ хупӑнма пултарать» текен хыпар лартрӑм. Ҫырасса ӑна чун ыратса килнӗ вӑхӑтра шӑрҫаларӑм. Тӗрӗссипе, Чӑваш халӑх сайчӗпе ӗҫленӗ вӑхӑтра унашкал самантсем сахал мар сиксе тухса. Ытти чухне эпӗ ҫав вӑхӑтсенче хамӑн туйӑмсене пусарма тӑрӑшатӑп, хама хам кӳренӳ тапхӑрӗ вӑхӑтлӑх кӑна тесе ӗнентеретӗп. Каҫхи пулса иртет пулсан ирхи вӑхӑтччен тӑхтамалла тесе хама-хам тытса чаратӑп. Чӑн та ирхине вӑрансан капланса килнӗ чун ҫемҫелет, тарӑхтаракан самант та сӗвӗрӗлет.
Хальхинче ма ҫыртӑм-ха? Тӗрӗс, унашкал ҫырусем вӗсем тем тесен те вӑхӑтлӑ тарӑху кӑна, вӑл шухӑшсене пусарма вӑй-хӑват ҫитерме тӑрӑшмалла.