Салам, анне! Салам!
Тахҫан-тахҫан, ӗлӗк авал Кӗмӗл Кӳлӗ хӗрринче тӑр пӗччен чӑрӑш ӳҫнӗ. Кашни ир Хӗвелпе пӗрле тӑрса тухӑҫалла вырнаҫнӑ вӑрман енннелле пӑхса хӑй пепке-йӗпписене ҫапла каланӑ: - "Мӗн тери мӑнаҫлӑ, Мӗнтери хитре ҫав йывӑҫсем! " Анчах вӑрманӗ ҫитме май ҫукла инчетре, Кӗмӗл Кӳлӗ тепӗр енче - унта ишсе те вӗҫсе те ҫитме май ҫук. Кунран кун иртнӗ, ҫултан ҫул чӑрӑш хӑй йӗпписене ҫиле май сапнӑ, анчах та пӗри те шыв хӗрне те ҫитеймен. Ҫапла пӗррехинче ирхи уҫӑ ҫил чӑрӑш тӑррине хумхаткаланӑ чух вӑл хӑйне тем кансӗрленӗн туйса илнӗ - Кам унта?