Чи начар пурӑнакан хуласен танлаштарӑмне РФ правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн социологӗсен ушкӑнӗ пуҫарнипе хатӗрленӗ. Хӑш хуласем кӗнӗ-ха унта? Тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫынсене хӑйсем мӗнле пурӑннине 1-рен пуҫласа 5-ччен хисеппе палӑртма ыйтнӑ.
Пӗрремӗш вырӑнта – Тольятти. Ку, паллах, кӗтменлӗх. Ара, кунта урапасем туса кӑлараҫҫӗ-ҫке. Предприяти нумай пулсан та хулара ӗҫсӗр арҫын чылай. 700 пин ҫынран 13 проценчӗ – чухӑнлӑх чиккинче. АвтоВАЗ пысӑк конкуренципе тӗл пулать.
Раҫҫей — пысӑк ҫӗршыв. Ҫуллахи вӑхӑтра отпуска ӑҫта ирттермелли пирки шухӑшлатӑр-и? «Самовар» сайт пирӗн ҫӗршыври чи ӑшӑ хуласен рейтингне хатӗрленӗ.
Пӗрремӗш вырӑнта — Волгоград. Вӑл кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ, инҫех мар — Казахстан. Унти ҫеҫенхирсенчен вӗрекен ҫиле пула ҫулла термометр 44-48 градус таран хӑпарать. Ҫӗрле те пиҫсе вилмелле. Ун чухне урамра 26-28 градус ӑшӑ. Ҫумӑр та сахал ҫӑвать.