«Мы нищеброды что-ли?» — тет спорт министр ҫумӗн арӑмӗ. Ҫапла май вӑл хӑйне хура халӑхран ҫӳллӗрех пулнине кӑтартасшӑн пулинех.
Хальхи тӳре-шара хура халӑхран тухнӑ пулин те хӑйсене мӑнкӑмӑллӑ тытни никамшӑн та тӗлӗнтермӗш япала мар ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та ку ыйтӑва хускатмӑпӑр. Паянхи кун кашни ыттисенчен чаплӑрах курӑнма тӑрӑшать — ҫуртне кӳршӗсенчен ҫӳллӗрех лартать, тимӗр лашине хӑватлӑраххине туянма тӑрӑшать, тата ытти те. «Чухӑннисен» йышне уйрӑмах лекесшӗн мар.
Анчах пӗр 20-25 ҫул каялла ку тӗлӗшпе лару-тӑру пач урӑхлаччӗ.