Шупашкар хули ешӗл йывӑҫсемпе пуян тесен пӗрре те йӑнӑшмӑп пулӗ. Ытти хуласемпе танлаштарас пулсан пирӗн республикӑн тӗп хулине ним иккӗленмесӗр симӗс хула теме май пур. Чулхула, Хусан ку тӗлӗшпе тем тесен те кайра. Ытти хуласенче темле пулӗ те, калама пултараймастӑп — хӑшӗ-перинче пулса пулин те тӗплӗн сӑнамалӑх вӗсенче вӑхӑт ирттермен.
Ҫавах та ешӗл хула тесен те Шупашкар пур йывӑҫа та кӑмӑллӑн йышӑнмасть. Ҫӑкасем — урамсен тӑршшӗпех вырнаҫнӑ, хурӑнсем чылай. Ҫав вӑхӑтрах, темшӗн, Шупашкар хули йӑмрана — лешӗ чӑваш халӑхне сӑнлакан йывӑҫсенчен пӗри шутланать пулин те — кӑмӑлласах каймасть.