Шупашкар хула влаҫӗсем кинемисене урамран хӑваласа кӗртме йышӑннӑ. Ку ыйтӑва тӳре-шара чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫавра сӗтеле пухӑнса сӳтсе явнӑ.
Турра шӗкӗр, республикӑн тӗп хулинчи портфельлӗ ҫынсем урама уҫӑлма тухнӑ ватӑсене хӑваласшӑн мар-ха. Вӗсем хула урамӗсенче суту-илӳ тӑвакансемпе йӗрке тӑвасшӑн. Урамра сутса лараканӗсем, иртсе ҫӳренӗ чух асӑрханӑ тӑрӑх, чылай чухне — ҫулланнӑ ҫынсем.
Ятарласа ирӗк паман вырӑнта сутакансемпе мӗн тумаллине сӳтсе явма пакунлисем те — Шупашкар хулинчи ШӖМӗн управленийӗн полици пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Филиппов, ЧР Патшалӑхӑн ветеринари службин аслӑ инспекторӗ Алексей Семёнов, Шупашкар хулин тӗп ветеринарӗ Андрей Сидоренко — пуҫтарӑннӑ.