«Тӑван Атӑл» журнал 2024 ҫулхи 1-мӗш кӑларӑмра ҫӗнӗ сӑвӑҫпа — Таниял Элкейпе (Даниил Медведевпа) паллаштарнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче юриста вӗренет. Хӑй Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнчен Хӑйсен ял ачине паллӑ сӑвӑҫӑ Марина Карягина ӑшшӑн пилленӗ, питӗ пысӑк шанчӑкпа мухтаса илнӗ.
Сӑнӳкерчӗкре эпӗ сӑвӑҫӑн питӗ тимлӗ сӑн-сӑпатне тата кӑкӑрӗ ҫинчи сакӑр вӗҫлӗ Арама ҫӑлтӑрне курса савӑнтӑм. Ахальтен ҫакман чӑваш паллине каччӑ. Тӑван халӑхӑн историне вӑл тӗпрен пӗлет, ӑна хаклать.
More...