Ҫӗнӗ ҫул… Асамлӑ вӑхӑт. Шупашкар урамӗсем каҫсерен тӗрлӗ тӗспе ҫуталса куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ. Чылай урамра чӑшӑр лартнӑ. Тӗп чӑрӑш – Республика тӳремӗнче. Аякаран пӑхсан, тен, хӑшӗ-пӗри елка теме те хӑяймӗ, конус пек ларать.
Кӑмӑла каять-и е ҫук-и вӑл – хакӗ вара ай-яй ҫыртать. Халӑх фрончӗн хастарӗсем шутланӑ та — унӑн кашни метрӗ 264 пин тенке кайса ларнӑ. Чӑрӑш 25 метр ҫӳллӗш. Ӑна вырнаҫтармашкӑн хула хыснинчен 6,6 миллион тенкӗ тӑкакланнӑ.
Пӗлтӗр РЕН-ТВ телеканал Раҫҫейри чи хаклӑ чӑрӑшсем пирки сюжет кӑтартнӑ.