Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Нет большей победы, чем победа над собой.(Платон)
 

Ad

Blog Updates

Наци телекуравӗ хӑҫан йӗркеллӗ ӗҫлесе кайӗ?

  18.04.2019 00:08 | 10663 views

Телекурав ӗмӗрӗ вӑй илнӗ хыҫҫӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ҫак тӗсӗнче чӑвашли ниепле те вӑй илеймест. Унччен малтан чӑваш телекуравӗ «Россия» телеканалӗн кнопки ҫинче тухатчӗ, анчах пасар самани ҫитсен самай аталанма ӗлкӗрнӗ чӑвашла телекурава ҫул памарӗҫ. Пӗтерсе хучӗҫ тесен те йӑнӑш пулмӗ. ГТРК «Чӑваш Ен» халь те пур-ха, пач ҫухалман, анчах малтанхипе танлаштарсан вӑл унчченхин пӗр пӗчӗк пайӗ ҫеҫ. Анчах халӑх чӑваш телекуравӗ вӑйлӑн ӗҫлесе каясса питӗ кӗтетчӗ — кӳршӗри тутарсен ку ӗҫ вӗресе тӑрать пулсан, эпир те вӗсенчен кая мар пулмалла пекччӗ.

More...

 
[Comments (13)]

НТРК 21-мӗш канала йышӑнӗ-ши?

  26.01.2017 18:46 | 6711 views

Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пӗлтӗрхи ҫулла ятарлӑ саккуна алӑ пуснӑ хыҫҫӑнах Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ 21-мӗш кнопкӑна хӑҫан та пулин йышӑнӗ-ши тесе шухӑшлама тытӑннӑччӗ.

Ӗҫлӗ хутӑн ячӗ урӑхларах-ха. Ӑна МИХсем ӑна кӗскетсе ҫапла ят панӑ. Саккуна РФ Патшалӑх Думи ырланӑ, ҫӗршыв Президенчӗ алӑ пуснӑ вӑхӑтра парламентӑн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫлеттӗм те пирӗн тӑрӑхра 21-мӗш канал хӑҫан ӗҫлесе кайӗ-ши тесе ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствине ыйту та ҫырнӑччӗ.

More...

 
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat