Паян, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче Тӑван чӗлхе кунне уявлать.
Кунталӑкра (календарьте) ҫакнашкал уяв пуррине халӑх пӗлсех каймастчӗ. Чӑваш чӗлхин уявӗ тесен акан 25-мӗшне аса илетчӗҫ. Чӗлхе пирки калаҫма, унӑн йывӑрлӑхӗсене сӳтсе явма халӑхӑн ҫав кун кӑначчӗ. Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунӗ те пурри пирки пӗлсех каймастчӗҫ.
Ҫавах та юлашки ҫулсенче ку уяв пӗлтерӗшӗ ӳссе те ӳссе пырать. Ҫулран ҫул ӑна анлӑрах та анлӑрах паллӑ тӑваҫҫӗ. Гуманитари институчӗпе вӗренӳ заведенийӗсенче уява халалласа тӗрлӗ мероприятисем ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шурут вӑтам шкулӗнче «ФГОСа куҫнӑ май чӑваш чӗлхипе литературине ҫӗнӗ мелсемпе килӗшӳллӗн вӗрентесси» темӑпа регион шайӗнчи семинар иртрӗ. Унта Комсомольски районӗнчи тата Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗн шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ.
Чи малтанах Шурут вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Тарасова Л.