Пӗрехинче пепкеҫӗм сан аллусене хам алла тытса пӗрер пӳрнен чуп туса тухрӑм... Урамра юр укетчӗ, эпӗ вара сана ҫулелле ҫӗклерӗм те юр сан пит ҫӑмарти ҫинче ирӗлнине сӑнаса киллентӗм... Эсӗ вара мана мӑйран ыталарӑн та тӗлӗннипе сарӑлса кайнӑ куҫусемпе тӗнчене сӑнарӑн, аллусемпе сулкаласа тем пӑшӑлтатрӑн... Тахҫан-тахҫан. Халӗ ӗнтӗ эсӗ хӑв тӗллӗнех ҫуретӗн, нимрен тӗлӗнмесӗр, никамран хӑрамасӑр. Хӑшчух эс ҫывӑрса кайсассӑн, ҫӗр варринче сан ҫине пӑхса шухӑша каяттӑм... Ӗмӗр иртӗ манӑн, санӑн вӑхӑту та ҫитӗ, теттӗм. Эсӗ те пӗрехинче хӑрамасӑрах шыва кӗрсе кайӑн, ҫӗтесрен шикленмесӗрех сӗм вӑрмана кӗрӗн.
Ывӑлӑм! Таса чунлӑ пул, кунсерен Турра кӗл тума ан ман, унпа канашлан. Аслисене итле, сӑпайлӑ пул. Юлташусемпе кӑмӑллӑ та тӳрӗ пулма тӑрӑш. Ятлаҫҫӗ пулсассӑн пӑшӑрханма кирлӗ мар, йынӑшусене тӳрлетме тӑрӑш, ырлаҫҫӗ пулсассӑн мӑн кӑмӑллӑ пулса каппайланса ан кай. Никама та нихӑҫан та ан хурла, ҫын ҫинчен усал сӑмах ан тапрат, ан хуш..Ывӑлӑм! Никама та нихӑҫан та сӑмах ан пар.! Сӑмах Турра кӑна пама юрать, сан чӗлхӳ Турӑ аллинче. Ывӑлӑм! Эпӗ каланӑ сӑмахсене ӗмӗрне асра тытсассӑн сантан Турра та халӑхӑмӑра та юрӑхлӑ ҫын ӳсессе шанатӑп.
---------------------------------------------------------------------------------