
Ҫак йӗркесене эпӗ Григорий Скворцовӑн «Манӑн несӗл» ятлӑ сӑввинчен илтӗм. Хайлав ҫапларах йӗркесенчен пуҫланать:
Мӑн Хапӑсра ҫуралнӑ эпӗ,
Унтах эп ӳснӗ пӗчӗкрен,
Ҫӗр ӗҫлекен хресчен хисепӗ
Йӑхра ман пулнӑ ӗмӗртен.
Ман асатте сухаҫӑ пулнӑ,
Ҫӗре юратнӑ чӗререн,
Ҫу кунӗнче ҫаран та ҫулнӑ,
Е тырӑ вырнӑ ҫур ҫӗрччен.
Сӑвӑҫӑн аслашшӗ (маҫакӗ) Ҫтаппан ятлӑ пулнӑ, вӑл ывӑлӗсене яланах ӗҫлеме хистенӗ, ҫӗр ӗҫне юратма хӑнӑхтарнӑ, суха тутарнӑ, сӳре сӳреттернӗ, чӑн чӑваш (ӗҫченлӗх — чӑвашлӑхӑн пӗр палли-ҫке!
More...