
Сӑмах, паллах, пуйӑсри вакун проводникӗ пирки мар пырать, ҫул кӑтартакан ҫын ҫинчен. Чӑвашла ӑна ӗлӗк ҫулпуҫӗ тенӗ — апла тӑк ҫула тухнӑ ҫынсен пуҫӗ, вӗсене ҫул кӑтартса пыраканӗ.
Ҫулертӳҫӗ профессийӗ авалхисен йышне кӗрет. Ӗлӗк-авал хальхилле навигаторсем пулманран ҫак ӗҫе уйрӑм ҫынсен тумалла пулнӑ. Пӗр-пӗр палламан вырӑна лексен, сӑмахран, ҫав тӑрӑха лайӑх пӗлекен ҫынна тупма тӑрӑшнӑ. Вӑл вара кирлӗ вырӑна тӳрӗ-ҫулпа ҫитерме пултарнӑ. Каламасӑрах паллӑ, вӗсен пулӑшӑвӗпе ытларах тӗрлӗ купсасемпе сутӑҫсем усӑ курнӑ.
More...