Чӑваш халӑх сайтне эпӗ ирӗкӗ площадка пек куратӑп. Ҫавна май ман принцип: килӗшеҫҫӗ-и хама ҫыраканӑн шухӑшӗсем е ҫук — эп лартмаллах тесе шутлатӑп. Теприсем манпа килӗшесшӗнех мар — ҫав-ҫавах пур материал та пичете юрӑхлӑ пулма пултараймасть теҫҫӗ.
Вырнаҫтарма чаракан сӑлтавсем чылай — калӑпӑр, материал ҫывӑх ҫын пирки пырать, ӑна япӑх енчен сӑнласа парать (хӑвӑрӑн юратнӑ ҫыннӑр пирки япӑххине илтме тата йышӑнма йывӑррине пурте пӗлеҫҫӗ пуль). Е политика тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермест — паянхи ҫулпуҫсен тӗллевне хирӗҫ пырать.