Тӑхӑрьял тӑрӑхӗн вӑтӑр виҫӗ паллӑ ҫыннине пӗлет чӑваш тӗнчи. Акӑ халӗ тепӗр писатель ячӗ хушӑнчӗ. Вӑл тахҫанах палӑрнӑ ҫыравҫӑ ӗнтӗ. Хусанти «Сувар» хаҫат редакторӗ пулнӑ журналист, ҫивӗч статьясен блогерӗ Константин Малышев.
Костя Малышев мана паянхи чӑваш литературин Пуҫламӑш тапхӑрне ҫаврӑнса пӑхтарать. Аса илнинчен, ачалӑха сӑнланинчен пуҫланӑ нумайӑшӗ литература ӗҫне. Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ, Трубина Мархви, Хумма Ҫеменӗ, Карачӑм Харлампьев, Мария Ухсай ҫырнисем ӗмӗрлӗх палӑкӗсем пулса юлчӗҫ.
More...
(«Пуҫ сырман шухӑшсем» кӗнеке ҫинче шухӑшласа ларнинчен)
Анатолий Малышев, Тутарстанри чӑвашсен ҫивӗч ҫыравҫи, хӑйӗн 80 ҫулне сӑвӑпа пӑрасна (проза) кӗнекине пичетрен кӑларса паллӑ турӗ. Пысӑк та хитре кӗнеке, ӑна мана Тимӗр Тяпкин хак пама хистесе парнелерӗ. «Пуҫ сырман шухӑшсем» (Нецеремониальные мысли) ятлӑскер (Ш., Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2020. 264 ен.), тӳрех пуҫа ватма хистет — аха, туйра ҫӗнӗ ҫынна пуҫ сырса хӗртен арӑм тӑваҫҫӗ, кунта вара ватӑ ӑсчах мӗн-ма-ши хӑйӗн шухӑшӗсене туй хисепӗсӗр (церемонийӗсӗр) хӑварнӑ?
More...