Ку вӑхӑтра пахчара тата уйсемпе хирсенче пӑрҫа пиҫсе ҫитет. Ӗлӗк ку культурӑна самай акатчӗҫ, халь вара, выльӑх-чӗрлӗхе сахалрах тытма пуҫланипе-ши ҫакӑ ҫыхӑннӑ, пӑрҫа уйӗсем ҫуккипе пӗрех.
Чӑваш Республикипе Чӗмпӗр облаҫӗнчи Россельхознадзор тытӑмӗ пирӗн редакцине пӑрҫа пӗрчи (гороховая зерновка) пирки информаци вырнаҫтарма ыйтрӗ. Паллах, вӗсем вырӑсла ярса пачӗҫ. Ун пирки пӗлтерни сирӗншӗн те усӑллӑ пулӗ тесе эпир ку информацие чӑвашла вырнаҫтарас терӗмӗр. Унсӑр пуҫне икчӗлхеллӗ корпусшӑн та паха пулӗ — вӑл пуянланӗ.