Николай Шупуҫҫыннин ячӗ чӑваш культуринче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ӑна чӑваш литературин никӗсне хывакансенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар пуль ӗнтӗ. Чӑваш халӑхӗшӗн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ май литературӑна та аталантармалла пулнӑ. Чӑвашсен литератури пачах та пулман теме май ҫук ӗнтӗ, анчах вӑл темле пуян пулнӑ пулин те, ытларах енӗпе халӑх пултарулӑхӗ ҫинче никӗсленнӗскер пулнӑ. Юмахсем, юрӑсем, тата ытти енлӗ пултарулӑх.
Ӗнер хыпарсем хушшинче Китайри авалхи кӗпер ҫунса кайни пирки сӑмахларӗҫ. Видеосене пӑхнӑ май паллӑ пулчӗ ӗнтӗ — ҫӑлса хӑварайман, вӑл тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ҫапах та чи тӗлӗнмелли кунта — кӗпере 900 ҫул каялла туса лартни. Пин ҫул каялла тенӗ пек туса лартнӑскер ҫак тарана ҫити упранса юлнӑ (ӗнер вӑл ҫунса кайнине шута илмесен)! 1742 ҫулта ун ҫинче пушар тухнӑ пулнӑ-ха, анчах вырӑнти халӑх ӑна юсаса ҫӗнетнӗ, пӗтме паман.
Йывӑҫран тунӑ кӗперсем
Тӗрӗссипе йывӑҫ ҫирӗп кӗпер тума чи юрӑхлӑ материал мар.
Эпир сирӗнпе нумай пулмасть Бутан ҫӗршывӗнчи Кури Чу юханшывӗ хӗррипе ҫӳресе куртӑмӑр. Паян вара Тула облаҫӗнчи Песковатски ялне ҫитсе пӑхӑпӑр. Енчен те инҫетри Монграна эпир ӑнсӑртран лекрӗмӗр пулсан — кунта вара ятарласа ҫул тытрӑмӑр. Мӗн сӑлтавпа тетӗр-и? Ара, хальхи вӑхӑтра эпир Василий Смирнов ҫырнӑ «Саша Чекалин» повеҫе мӑшӑрлатпӑр. Унта вара вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пуҫне хунӑ 16 ҫулхи ҫамрӑк каччӑ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Александр Павлович шӑп та шай ҫак ялта, Песковатски (выр.Песковатское) ятлинче, ҫуралнӑ та.