«Праймериз, праймериз» теҫҫӗ. Ют чӗлхерен йышӑннӑ сӑмахсемпе калаҫма хӑнӑхнӑ та халӗ ку сӑмахӑн пӗлтерӗшне, тунмастӑп, хам та малтан пӗлменччӗ. Ватӑ ҫынсем унӑн пӗлтерӗшне пушшех те ӑнкармаҫҫӗ ахӑртнех.
«Мӗн вӑл?» — ҫапла каланине пӗрре мар илтрӗм ялта. Ансатрах каласан — «тӗп суйлав умӗнхи суйлав». Ҫапла каласан кинемисемпе мучисем ӑнланаҫҫӗ-ха. Анчах вӑл мӗн тума кирлине ӑнлантарма тивет. «Укҫа пустуй тӑкаклани», «Ӗҫлекенсен шалӑвне чакараҫҫӗ, кунта ав мӗн чухлӗ укҫа пустуй каять» — ҫапла каланине хам хӑлхапах илтрӗм.