2015-мӗш ҫулхи ҫӗртме (июнь) уйӑхӗнче ман Белорусси ҫӗрӗнче, Брест крепоҫӗнче пулма тӳр килчӗ. Эпӗ Брест ҫывӑхӗнчи «Буг» ятлӑ санаторире канатӑп, анчах та кунта канма кӑна мар, ятарласа Брест крепоҫӗнче пулса курма килнӗ. Буг вӑл — кунтан инҫех мар юхса иртекен юханшыв ячӗ, Брест крепоҫне ҫитиех юхать. Июнӗн 20-мӗшӗнче санаторирен Брест крепоҫне йӗркеленӗ экскурсине каятпӑр, малтан музейра шалта пулса куратпӑр, унтан крепоҫ тӑрӑх утса экскурсовод пире кӑтартса тата каласа панисене итлетпӗр.