Манăн тиркеме ирĕкĕм çук та… Çапах калас килет. Концертсене, театра çÿреме юрататăп. Акă паян та концертра пултăм. Пĕтĕмĕшле илсен, йăлтах килĕшрĕ темелле. Çынсем культура çуртне канма пыраççĕ, юрă-ташăпа киленеççĕ. Анчах буфетра кукăль таврашĕсĕр пуçне хĕрлĕ эрех те сутни, чăннине калатăп, питех тĕлĕнтерчĕ. Кĕленчесене пурте курмалла именмесĕр кăларса лартнă. Кун пек çĕрте эрех-сăра сутма юрать-и вара?
Чăннипе, çынсем культура çуртне мĕнлерех канма килнине хамăн куçпа пĕрре мар курма тиврĕ. Хăшĕ-пĕри концерта, мĕн каласси – театра та, сумкине эрех чиксе пырать те антракт вăхăтĕнче кăна мар, концерт-спектакль пынă чухне те черкке хыççăн черкке вăрттăн ÿпĕнтерет.