Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Водка белая, а красит нос и чернит репутацию.(А. Чехов)
 

Ad

Blog Updates

«Мӗлке» публицистикӑллӑ поэмӑн чӑвашла куҫарӑвӗ

  30.03.2018 10:40 | 7466 views

Вулаканӑн кӗскен ҫырса пыни

 

 

«Сувар» хаҫатра 2018-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 11-мӗш номерӗнче Ренат Харис паллӑ тутар сӑвӑҫӑн «Мӗлке» публицистикӑллӑ поэмӑн чӑвашла куҫарӑвне чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пичетленӗ.

Ҫак илемлӗ литература произведенине тулли кӑмӑлпа вуласа тухрӑм. Поэмӑри содержани, пӗлтерӗшпе форма кирлӗ вырӑнтах. Литература илемлӗхӗ, гармони та чуна савӑнтарать.

Публицистика, актуаллӑх, ҫивӗчлӗх — паянхи куншӑн паха пулни — питӗ паха.

More...

 
[Comments (3)]

Хӗрарӑм телейӗ

  01.08.2017 11:59 | 5537 views

Кӳршӗ картишӗнчи хӑнӑхнӑ сасса Василиса вӗчӗрхенсе итлерӗ. Шак-шак! Кӑштӑрт-кӑштӑрт! Михаля татах ҫӗнӗ ҫуна ӑсталать пуль-ха, е колхоз урапине юсать. Ӗҫсӗр лармасть арҫын. Пуртӑ пӗр кӗвӗллӗ выляни тата вӑрӑм сава шуни Василисӑна пӗр харӑсах илемлӗ кӗвӗ евӗр те, мӑшӑрӗпе кӗрешме чӗнекен сигнал пек те туйӑнчӗ.

Пурне те пӗлессишӗн вӗтӗленекен кӑмӑл хӗрарӑма сак ҫинчен антарчӗ, урисем вара имшер те шӑмӑ-шакӑллӑ кевтине хӑйсемех кӳрши патне илсе ҫитерчӗҫ.

- Аграфена, санӑн мӑшӑру татах мӗн те пулсан ӑсталать-им?

More...

 

МУНЧАРАН – ВЕНЧЕТЕ

  24.10.2013 19:13 | 10310 views

МУНЧАРАН – ВЕНЧЕТЕ. Дина Гаврилова

Отрывок из книги "В бане с нечистым"

 

Ваҫук‚ хӑйӗн пулас арӑмӗ ҫине пӑхса‚ тарӑн шухӑша путрӗ. Пит-куҫ енчен Наҫтука тиркеме ҫук-ха‚ вӑт ун тумтирӗ айӗнче мӗн- мӗн пытанса тӑнине вара пӗлсе пулмасть. Наҫтук‚ ялти ытти хӗрсем пекех‚ темиҫе хут тӑхӑнса ҫӳрет. Вӑрӑм кӗпи аллипе урине пӗтӗмпех витсе-хупласа тӑрать‚ ҫине уртса янӑ тумтир вара хӗр кевти-кӗлеткин ытти илӗртӳллӗ пайӗсене те шанчӑклӑн пытарать. Сарлака кӗпе арки айне кукӑр урасем те‚ пур пулсан – хӳре таврашӗ те пытарӑнать. Тумтир тени Наҫтук ҫинче купӑста ҫулҫинчен те нумайрах-тӑр?

More...

 
[Comments (16)]
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat