Под бурю рукоплесканий и шквал цветочных букетов прошла 25 февраля 2016 года в Чувашском театре юного зрителя премьера комедии талантливого драматурга Николая Сидорова «Чебоксарская невеста через 20 лет» («Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен»). Несколько лет ждал своей сцены готовый спектакль, и вот — его триумфальное явление перед заждавшейся публикой превратилось в настоящий праздник театральной молодежи и не только молодежи.
На премьере самого автора пьесы, заслуженного деятеля искусств, лауреата премии имени Михаила Сеспеля и Госпремии Николая Сидорова не было.
Манăн тиркеме ирĕкĕм çук та… Çапах калас килет. Концертсене, театра çÿреме юрататăп. Акă паян та концертра пултăм. Пĕтĕмĕшле илсен, йăлтах килĕшрĕ темелле. Çынсем культура çуртне канма пыраççĕ, юрă-ташăпа киленеççĕ. Анчах буфетра кукăль таврашĕсĕр пуçне хĕрлĕ эрех те сутни, чăннине калатăп, питех тĕлĕнтерчĕ. Кĕленчесене пурте курмалла именмесĕр кăларса лартнă. Кун пек çĕрте эрех-сăра сутма юрать-и вара?
Чăннипе, çынсем культура çуртне мĕнлерех канма килнине хамăн куçпа пĕрре мар курма тиврĕ. Хăшĕ-пĕри концерта, мĕн каласси – театра та, сумкине эрех чиксе пырать те антракт вăхăтĕнче кăна мар, концерт-спектакль пынă чухне те черкке хыççăн черкке вăрттăн ÿпĕнтерет.
(«Вĕри юнлă çемçе чун» спектакль паянхи куракан куçĕпе)
К.Иванов çулталăкне халалласа кăçал республикăра чылай мероприяти иртет. Чăваш патшалăх академи драма театрĕ те хăйĕн кураканне парне турĕ – мартăн 26-мĕшĕнче «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакль кăтартрĕ. Драмăри тĕп сăнар – чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов.