Халӗ Чӑваш Енре туризм пирки нумай калаҫма тытӑнчӗҫ. Уйрӑмах — юлашки вӑхӑтра. Ара, халӗ пули-пулми ют ҫӗршыва канма каяймӑн. Пӗлтӗрхи кӗркунне, самолет ӳкнӗ хыҫҫӑн, Египета ҫул хупӑнчӗ. Салонти мӗнпур пассажир вилнӗ унта. Каярахпа ку теракт пулнине каларӗҫ. Кайран Турци Сири чиккинче пирӗн самолета персе антарчӗ. Ун хыҫҫӑн Турцие канма ямаҫҫӗ. Ҫапла пӗр шухӑш патне ҫитрӗҫ — вырӑнти туризма аталантармалла.
Пӗр кунхине Раҫҫейри туризм пирки Пӗрремӗш каналпа «Ырӑ ир» кӑларӑмра та калаҫрӗҫ.
Хӑйсем тӗллӗн ҫул ҫӳрекенсем ҫакӑ туризм путевкипе тухса кайнинчен самай уйрӑлса тӑнине палӑртаҫҫӗ. Пӗр хуларан тепӗр хулана, пӗр ҫӗршывран тепӗр ҫӗршыва хӑй тӗллӗн ҫӳрени хӑйне евӗр урок парать. Акӑ вӗсем:
1. Ҫул ҫӳревре чи йывӑрри – килтен тухасси
Килте чухне ҫӗр тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулассӑн туйӑнать. Сирӗн кашни кунах ӑҫта выртса тӑрасси, мӗн ҫиесси пирки пуҫ ватмалла. Чӗлхе пӗлменни е укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗ те шиклентерме те пултарать. и, кун пек шикленме сӑлтав ҫук.