Ҫакӑн ятлӑ юханшыв тӗнчери хӑш кӗтесре юхни пирки, пӗлсех калатӑп, сирӗнтен нихӑшӗ те пӗлмест. Хам та, чӑннипе паянччен пӗлмен. Анчах, пирӗн телее, хальхи вӑхӑтра ҫулҫӳреве тухас тесен пысӑк укҫа пухма кирлӗ мар — Google карттине уҫмалла та тӗнчери пӗр-пӗр кӗтесе пусмалла. Вара хӑвӑрт кӑна чылай вырӑна лекме, унти тӗлӗнтермӗшсемпе паллашма пулать.
Хальхинче те эпӗ ҫавнашкалах турӑм. Бутанри пӗр кӗтесе пусрӑм та инҫетри сӑртлӑ-туллӑ вырӑна лекрӗм. Кӑсӑкли, тӗлӗнтерекенни вара кунта сахал мар.
Тӗнчери мӗн пур япалана пӗлсе ҫитерме ҫук. Хӑш-пӗр япала чӑннипех те тӗлӗнтерет.
- 1916 ҫултанпа АПШра ҫуртсене почтӑпа яма чарнӑ. Ку саккун пӗр арҫын 40 тонна йывӑрӑш ҫуртне Юта штат урлӑ ярсан тухнӑ. Арҫын фрахт ставкисене нумай тӳлесшӗн пулман.