Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Деньгами можно купить только людей. Случая не купишь! (Оноре де'Бальзак)
 

Ad

Blog Updates

Шантарнӑ ҫула виҫӗ ҫул кӗтереҫҫӗ-ши?

  17.07.2016 13:48 | 3594 views

Тӗнчипех кризис пирки калаҫаҫҫӗ. Ҫак сӑмах пирӗн яла та пырса тиврӗ пулмалла.

Икӗ ҫул каялла пирӗн ялта, Трак тӑрӑхӗнче, ҫул сарма тытӑнсан ял халӑхӗ чӑннипех те савӑнчӗ. Ара, тахҫантанпах кӗтнӗ пулӑм-ҫке-ха ку. Анчах ҫул саракансем ҫав ҫулах ӗҫе вӗҫлемерӗҫ. Малтан хырса вак чул сарчӗҫ, пӗр енӗпе ҫынсене утмашкӑн тротуар пулӗ тӗрӗҫ те тӑм евӗр хутӑш сарчӗҫ.

Кӗркунне иртсе хӗл ҫывхарчӗ. Ӗҫ вӗҫленмерӗ-ха. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, ҫула 2016 ҫулхи ҫулла туса пӗтермелле. Кӑҫал ҫуркунне ҫитсен ҫынсем ҫул саракансене кӗтрӗҫ.

More...

 

Пӗве хӗррине тислӗк те, пӑру виллисем те тӑкаҫҫӗ

  22.05.2016 21:21 | 5195 views

Красноармейски районӗнчи Йӗпрем ялӗ ҫывӑхӗнче ферма пур. Унта ӗнесем тытаҫҫӗ, вӑкӑрсем те пур. Тахҫан вӑл колхозӑн пулнӑ. Вӑл аркансан ӑна пӗр ҫын туяннӑ, халӗ ӑна ертсе пырать.

Ним те каламастӑп: ферма йӗркеллех ӗҫлесе пырать. Никам аллине те лекмен тӗк вӑл тахҫанах юхӑнса пӗтӗччӗ. Халӗ ав унта ӗҫ кал-кал пырать. Ҫӗнӗ йышши хатӗр-хӗтӗр те вырнаҫтарчӗҫ унта. Ферма «сывлама» тытӑнсан ял ҫыннисем валли ӗҫ вырӑнӗ те пулчӗ.

Пӗр самант ҫеҫ кӑмӑла хуҫать. Фермӑран куллен тислӗк нумай кӑларма тивет.

More...

 

Ҫурхи шыва ӗҫсе пурӑнаҫҫӗ

  15.05.2016 22:15 | 6030 views

Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пысӑк инкек пулсан шухӑша путрӑм. Ҫичӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлчӗ унта. Ку республикӑшӑн питӗ пысӑк ҫухату. Пушар ҫӗрле тухнӑ. Тен, ҫулӑм алхаснине тӳрех асӑрхайман. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пӳрт тӑрринчи шифер шаплатса ҫурӑлма тытӑнсан ҫеҫ ял халӑхӗ пушар алхаснине сиснӗ.

Йывӑҫ пӳрт, кивӗскер, хӑвӑрт ҫунса кӗлленнӗ. Тӗнче тетелӗнчи канашлура кун пирки чылай ҫырчӗҫ. Пӗрисем пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар машини 1 сехетрен ҫеҫ ҫитнӗ. Паллӑ ӗнтӗ: ку тапхӑрта йывӑҫ ҫутран ҫынсене ҫӑлас шанчӑк ҫук.

More...

 

Суд тӑрӑх чупмасӑр тӑлӑха хваттер памаҫҫӗ

  30.01.2016 19:21 | 4557 views

Антон Батракова Америкӑри ҫемье усрава илнӗ. Анчах арҫын ача темиҫе ҫул каялла Чӑваш Ене, тӑван тӑрӑха, тарса килчӗ. Ҫак кунсенче вӑл «Прямой эфир» кӑларӑма хутшӑннӑ. Унта ӑна Мускавра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер парнеленине кӑтартнӑ.

Паллах, тӑлӑх хваттерлӗ пулни лайӑх. Куншӑн савӑнмалла ҫеҫ. Антон студие юлашкинчен тухнӑ. Вӑл Америкӑра мӗн чӑтса ирттерни пирки каласа кӑтартнӑ. Андрей Разин Антон шӑпипе тахҫанах кӑсӑкланать. Вӑл ӑна студирех хваттер парнеленӗ.

Ку ырӑ хыпара илтсен Красноармейски районӗнчи тӑлӑх аса килчӗ.

More...

 

Иван Анисимович Патмар — халӑх сӑмахлӑхне пухаканӗ

  24.12.2015 21:33 | 6137 views

Ӗлӗк асатте-асаннесем халӑх сӑмахлӑхне питӗ лайӑх пӗлнӗ. Ватӑсем ача-пӑчана ятлас вырӑнне ваттисен сӑмахӗсемпе ӑса вӗрентсе пынӑ. Сасса чӑваш ҫынни пули-пулми нихӑҫан та хӑпартман. Халӑх самахлӑхӗн кашни тӗслӗхӗпе вырӑнлӑ усӑ курма тӑрӑшнӑ. Ваттисен сӑмахӗсемпе усӑ курман ҫын та пулман пулӗ чӑвашра, мӗншӗн тесен унта халӑхӑн пурнӑҫӗ ӳкерӗнсе юлнӑ. «Ӑс халӑхра», — текен ваттисен сӑмахӗ шӑпах ҫакна ҫирӗплетсе парать те ӗнтӗ. Пирӗн чӑваш халӑхӗ хӑйне нихҫӑн та ӑсла хуман, ҫак ваттисен сӑмахне вӑл питӗ лайӑх пӗлнӗ: «Ӑслӑ ҫын хӑйне ӑсла хумасть».

More...

 

Зоя Алексеевна Нестерова пултарулӑхӗ

  24.12.2015 21:06 | 4289 views

Зоя Алексеевна Нестерова, чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫал 90 ҫулхи сумлӑ юбилейне паллӑ тӑватттӑмӑр. Уписем паллӑ ҫыравҫа манмаҫҫӗ.

 

Зоя Нестеровӑн ачалӑхӗ ҫӑмӑлах пулман. Ҫамрӑк хӗр Упи вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухать. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн Упи вӑтам шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет.

More...

 

Иван Патмар — феноменальный фольклорист

  24.12.2015 19:23 | 6713 views

Из карманного дневника. Красноармейский район ЧР. 22 декабря 2015.

 

Иван Анисимович Патмар (29.12.1915–22.03.1983, д. Яманаки) — редкий, необычный, ярко выделяющийся из ряда чувашских фольклористов неугомонный собиратель народного творчества. Если назвать по хронологии, то перед ним стоят толкователи чувашского фольклора Фукс и Ознобишин, Мошков, Сбоев, Магницкий, Филимонов, Юркин, Шелеби, Тхти, исследователи Ашмарин, Никольский, Вандер, Тукташ, Элле, Романов-Опраньох, Данилов, Сироткин, Одюков.

More...

 
[Comments (6)]

Очӑкра — Тарас Кириллов вулавӗсем

  05.11.2015 00:20 | 6447 views

Кӑҫал Раҫҫей шайӗпе иртекен Литература ҫулталӑкӗнче, чӑвашсем вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ К. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ тапхӑрта Т. Кириллова аса илни вырӑнлӑ.

Тарас Кириллов 1880 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, кивӗ стильпе, Етӗрне уесӗнчи Чӑваш Сурӑм вулӑсӗнчи Ҫеҫмер ялӗнче Кирилл Филиппов вӑтам хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ ҫут тӗнчене килнӗ ачана Тарас ят хунӑ. Ҫулсем иртнӗ май вӑл Трак тӑрӑхӗнчи Мӑн Шетмӗри прихут шкулӗнче, ун хыҫҫӑн Ишекри икӗ класлӑ шкулра ӑс пухнӑ.

More...

 

Трак Ен ҫынни Туркая ӑса кӗртме ыйтать

  28.08.2015 23:40 | 4068 views

Темиҫе кун каялла манпа Геннадий Павлов ҫыханчӗ. «Контактра» халӑх тетелӗ урлӑ.

— Пулӑшу кирлӗ.

— Мӗнпе? — хирӗҫ ыйтатӑп.

Ҫынна палламастӑп та мӗнле пулӑшу ыйтнине те чухламастӑп. Геннадий вара мана ӳкерчӗксем ярса пачӗ. Унта — «Хыпар» хаҫатӑн сӑнӗсем. Ҫурлан 25-мӗшӗнче тухнӑ кӑларӑм. Пуҫелӗкри «1906 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗнче тухма тытӑннӑ» тесе ҫырса хунинче «январӗн» тенине хӗрлӗпе ункӑласа палӑртнӑ. Аяларах вара «Чӑваш чӗлхине пӗлменни» тесе палӑртса хунӑ.

Чӑн та уйӑх ячӗсене чӑвашла ҫырнинчен вырӑслисем ҫине куҫни Валери Туркай килсен пуҫланчӗ.

More...

 

Трак ен кунӗ - 2014 Уяв

  28.07.2014 08:22 | 4899 views
 
[Comments (9)]
Pages: 1, [2], 3
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat