Нумаях пулмасть манăн пульницăна лекмелле пулса тухрĕ. Хам чупса кайнипе мар-ха. Унтан-кунтан темле ыратсан та эмел çăтнипех чăтатпăр та, хальхинче эмел ĕçни те пулăшманнине кура васкавлă пулăшу кÿрекенсем ырă сĕнÿпе пулăшмĕç-ши тесе шăнкăравлас терĕм малтанласа. Пур чухне те йăпăр-япăр вĕçтерсе çитмеççĕ те вĕсем, килессе шанманччĕ. Мĕн ыратни, хăçантанпа кансĕрлени пирки итлесе пĕтернĕ хыççăн адреса ыйтрĕç. Унтан нумай та кĕттермерĕç – шур халатлисем ĕç пÿлĕмне кĕрсе те тăчĕç.
Чи малтанах эпĕ вĕсем епле калаçнине сăнарăм. Ара, ыратнипе ахаль те асапланакан çынна пĕр кăнттам сăмаха та чăтма йывăр.