Ӗненетӗр-и, ӗненместӗр-и — анчах ку чӑн та пушхир сӑнӗсем. Америкӑри Анса-Пӑрака наци паркӗнчи тип ҫӗрсем ҫулталӑкра пӗрре чечекленсе илеҫҫӗ. Ҫак асамлӑхпа паллашма ҫынсем таҫти аякри кӗтессенчен те килеҫҫӗ.
Пушхир ыттисем евӗрлех — чӑнкӑ ту хушӑкӗсем, вилӗ тӑварлӑ ҫӗр. Чӗрчунсем те ҫуккипе пӗрех кунта. Ҫӑмӑл мар вӗсене кунта кун кунлама. Кунашкал вырӑн чӑн-чӑн ҫулҫӳревҫӗсене кӑна — хӑйсемшӗн мӗн те пулин ҫӗнни уҫакансене, йывӑрлӑсенчен хӑраманскерсене — илӗртме пултарать. Анчах та нарӑспа ака уйӑхӗнче ҫак вырӑна лексен кунти асамлӑх хуть те камӑн чӗрине те тыткӑнлама пултарӗ.