Раҫҫей патшалӑхӗнче кризис текен япала паянхи кун та хӑйне лайӑх туять, вӑл ниҫта та ҫухаласшӑн мар-ха пулас. Ҫакна эпир пирӗн пурнӑҫра лайӑх куратпӑр — хаксем хӑпараҫҫӗ, ҫынсен тупӑшӗсем чакаҫҫӗ. Кашнийӗ ҫак лару-тӑрӑва хӑйне пӗлнӗ пек хӑнӑхма тӑрӑшать. Пӗрисем йӳнӗрех япаласем ҫине куҫаҫҫӗ, теприсем маларах туянма ӗмӗтленнӗ япаласене каярахри вӑхӑта куҫараҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем — тепӗр май тупаҫҫӗ. Паллах, патшалӑх та вӗсенчен юлмасть. Май ҫитнӗ таран тӑкаксене пӗчӗклетесшӗн, унтан-кунтан перекетлӗх шырать.
Штраф виçи ӳсни яваплăрха пулма хистет тата ăна пула хысна тулать.
Хысна штрафа пула кăна тулаймĕ-ха, çапах та çынсене административлă майпа явап тыттарнине (тепĕр мйалă каласан, штрафланине) пула та республика хысни пуянланать.
Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕр саккунне пăсакансене административлă майпа явап тыттарасси кăçал пĕлтĕрхинчен 3 хут ӳснĕ. Асăннă тытăмăн инспекторĕсем 3 пин ытла тĕрĕслев ирттернĕ.
Уй-хир тăрăх, ял-хула тăрăх çӳрени сая каймасть: кашни иккĕмĕш тĕрĕслев кăлтăк тупнипе вĕçленет.
Çиччĕ виç те пĕрре кас тенĕ ваттисем. Нумаях пулмасть Раççейĕн Шутлав палати патшалăх тăкакĕсене перекетлесси мĕн патне илсе çитернине тишкернĕ. Лару-тăру начарланнине аудиторсем вĕренӳ, культура та сывлăх сыхлав сферисенче асăрханă. Хыснана перекетлеме ăнтăлнине пула çынсем вулавăш, ача-пăча пахчисен тата ытти вĕренӳ учрежденийĕсен пулăшăвĕпе усă курайми пулса тăнă имĕш.
Кремьлте капла лару-тăру иккенне пĕлеççĕ иккен. РФ Шутлав палатин пĕтĕмлетĕвне илтнĕ хыççăнах çĕршыв Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков доклада тишкерессине пĕлтернĕ.