Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Любить радостней, чем быть любимым.(Томас Фуллер)
 

Ad

Blog Updates

Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай?

  12.04.2019 13:22 | 7789 views

Чӑваш халӑх сайтӗнче Германири Визбаден хулинче Клара Адягаши венгр тӗпчевҫин «Chuvash Historical Phonetics» кӗнеки пичетленсе тухни ҫинчен пӗлтернине астӑватпӑр-ха. Унта чӑваш фонетикин историлле аталанӑвне тӗпчесе пӗлес тӗлӗшпе автор тӗнчери тӗрлӗ чӗлхере упранса юлнӑ чӑваш сӑмахӗсемпе усӑ курнӑ тенӗччӗ. Асӑрхӑр: ҫак кӗнекере чӑваш чӗлхине ытти чӗлхесенчен кӗнӗ сӑмахсем пирки мар — тӗнчери ытти чӗлхесене кӗнӗ тата паянхи кун та ҫав чӗлхесенче пур чӑваш сӑмахӗсем пирки калаҫу пырать иккен!

More...

 
[Comments (2)]

Эпир тӗнчешӗн чӑваш пулнипе кӑсӑклӑ

  22.02.2016 18:56 | 4939 views

Халӗ Чӑваш Енре туризм пирки нумай калаҫма тытӑнчӗҫ. Уйрӑмах — юлашки вӑхӑтра. Ара, халӗ пули-пулми ют ҫӗршыва канма каяймӑн. Пӗлтӗрхи кӗркунне, самолет ӳкнӗ хыҫҫӑн, Египета ҫул хупӑнчӗ. Салонти мӗнпур пассажир вилнӗ унта. Каярахпа ку теракт пулнине каларӗҫ. Кайран Турци Сири чиккинче пирӗн самолета персе антарчӗ. Ун хыҫҫӑн Турцие канма ямаҫҫӗ. Ҫапла пӗр шухӑш патне ҫитрӗҫ — вырӑнти туризма аталантармалла.

Пӗр кунхине Раҫҫейри туризм пирки Пӗрремӗш каналпа «Ырӑ ир» кӑларӑмра та калаҫрӗҫ.

More...

 

Тораизм: Дравидпа Чӑваш пулнӑ хурӑнташ

  02.01.2016 23:48 | 4203 views

Чӑвашсен фолк-хисторийӗ уйрӑмах 90-мӗш ҫулсенче алхасса нумай ҫынна култарса, халӑха чӑвашлӑхран пистерсе пӗтерчӗ. Чӑнлӑха хӗстерсе Марр пек шарлаттансен суя тӗпчевӗсем ҫине е "кӗрет чӑнлӑхсем" пеккисем ҫине таянса, е пӳрнерен ӗмсе тем тӗрлӗ "паха" информаципе пайлашакан хастарсен ӗҫӗнчен практикӑлла усӑ куракан нео-киреметҫӗсем те пулса кайрӗҫ. Паянхи Виҫҫӗмӗш тӗнче вӑрҫи лару-тӑрӑвӗнче этемсем пӗр несӗлтен, тӑванлӑ тени, паллах, питӗ кирлӗ сӑмах. Шел, Конмиизм-Тораизм ҫак сӑмаха грексене, еврейсене, арапсене тата ыттисене кӗҫӗне хурса, чӑваша сутса янӑ, хӑйсен чӑвшлӑхне ӑнланман сӳтӗксем пек кӑтартса сурчӑк сирпӗтсе калать.

More...

 

Чӑвашсем канма юратмаҫҫех-ши?

  26.11.2015 12:18 | 5796 views

Ҫулла пулса иртнӗ ҫак калаҫу халӗ аса килчӗ. Ун чухне Шупашкар хула кунӗччӗ. Самолетсем вӗҫнине курма тесе кайнӑччӗ те шоу пуҫланиччен вӑхӑта ирттермелле кӗнеке вуласа ларнӑ вӑхӑтра сак ҫине манпа юнашар 45-сенчи арҫынпа хӗрарӑм пырса ларчӗҫ. Хӑйсем ӑшӑ вырӑнта канни пӑхсанах паллӑ: ӳчӗсем иккӗшӗн те самай пиҫӗхнӗ.

Ҫаксем сӑмах чӗнчӗҫ те калаҫса кайрӑмӑр. Чулхула облаҫӗнчен пулчӗҫ. Шупашкар хула кунне курма ятарласа килнӗ иккен. Ӑнланнӑ тӑрӑх, вӗсем – хӑйсен бизнесӗпе аппаланакан ҫынсем.

More...

 

Кон-тикипе кӑнар-тикки

  19.11.2015 08:50 | 4326 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Хӗвел сӑмахӑн авалхи хурми пирки шухӑшланӑ май ҫакна та калас килет. Вулакансем аставаҫҫӗ пулӗ, Тур Хейердал ҫулҫӳревҫӗ хӑйӗн интернациллӗ экипажӗпе малтанхи хут «Кон-тикки» ятлӑ папирусран тунӑ кимӗпе ишеве тухнӑччӗ. Кон-тикки — авалхи египтянсен сӑмахӗ, вӑл хӗвеллӗ ҫамрӑк патша (солнечный принц) тенине пӗлтерет иккен.

More...

 
[Comments (2)]

Хеопс пирамиди

  17.05.2015 22:14 | 3779 views

Хеопс пирамидине курма ĕмĕтленекен чылай пулĕ. Хăш-пĕр интереслĕ фактпа паллашма сĕнетпĕр.

Пирамидăна 20 çула яхăн тунă. Официаллă верси тăрăх, ăна пирĕн эрăчченхи 2450 çулта вĕçленĕ.

Анчах арап ăсчахĕсем иккĕленеççĕ. Вĕсем пирамида çине çырнине кăтартса вĕсене сахалтан та 73 пин ытла çул каялла тунине ĕнентереççĕ.

Хеопс пирамидине шăп та лăп полюссемпе тунă.

More...

 
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat