Тунтикун эп Альфа-банкра хам ӗҫпе пултӑм — ҫӗнӗ счет уҫмаллаччӗ. Унта пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ пирки вара сире каласа парас терӗм. Тем тесен те унашкал хӗрсем мухтава тивӗҫ.
Чӳрече патне пырса тӑнӑ хыҫҫӑн хӗр манпа яланхи пекех калаҫӑва ҫепӗҫҫӗн те тараватлӑн пуҫларӗ. Ку — тӗлӗнмелле мар. Вӗсене тем тесен те клиентсемпе тараватлӑ пулма вӗрентеҫҫӗ. Ыйтаҫҫӗ те. Перекет банкӗнче вӑт чӑн та вӑрҫса тӑкма та пултараҫҫӗ (юлашки ҫулсенче унта та лару-тӑру улшӑнса пырать), кунта вара яланах сӑпайлӑ калаҫма тӑрӑшаҫҫӗ.