Ҫапах та пуринчен ытла асамат кӗперӗ тени курӑмлӑрах сарӑлнӑ. Апла калани ӑҫтан тухса кайнӑ пирки халӑхра халап та пур. Асамат ятлӑ ҫын сарлака юханшыв хӗрринче пурӑннӑ, вӑл пӗветевҫӗ пулнӑ иккен: тӗрлӗ курак, йывӑҫ тымарӗ пухса, вӗсенчен шӗвек сӑрӑ хатӗрленӗ, анчах унӑн ҫак питӗ кирлӗ япалине никам та сутӑн илмен.