Чӑваш эстрада артисчӗсем пирӗн яла, сайра-хутра пулин те, килсе каяҫҫӗ. Паллах, халь ӗлӗкхи мар — клуба ҫын сахал тухать. Халӗ кашни килте тӗнче тетелӗ пур, телевизор кӗрлет… Ҫавӑнпа-ши — халӑх чун апатӗнчен катӑках мар. Ара, халь ӗлӗкхилле 1–2 канал ҫеҫ кӑтартмасть вӗт, кашни килте тенӗ пекех спутник турилкке ҫакӑнса тӑрать. Унта вара мӗн курас килет — веҫех пур: концерт, сериал, ӑслӑлӑх, спорт… Чӑваш наци куравне, ЮТВ телеканала ҫеҫ кураймаҫҫӗ пирӗн ялсем. Вӗсене республикӑри кашни яла илсе ҫитерме хальлӗхе патшалӑх хевте ҫитереймен-ха.