Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Тӗлӗнмелле: хӑшпӗр чухне хальхи чӗлхере нимле ӑнланӑва пӗлтермен сӑмах пирки шухӑшласа каятӑн та... тем чухлӗ шыранӑ-чакаланнӑ хыҫҫӑн ун пӗлтерӗшӗн тымарӗ епле тери тарӑннине куратӑн.
Ҫӗтӗк-ҫатӑк, тетпӗр эпир халь тум тата ытти ӑпӑр-тапӑрӑн татӑлса-таткаланса пӗтнӗ юлашкине.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Ку сӑмахсене халь ҫапла ҫырса пӗр ӑнлану тӑватпӑр. Ӗлӗк кашни сӑмах (аш та, какай та) хӑйне уйрӑм пӗлтерӗшпе ҫӳренӗ. Сысна пуссан какай пулать тенӗ, ытти чӗрӗ чун пуссан — аш. Пӗтӗмӗшлетсе каламалла чухне те аш-какай темен, аш-пӑш сӑмахпа усӑ курнӑ. Кун пирки В. Г. Егоров профессор хатӗрленӗ «Этимологи словарӗнче» лайӑх ӑнлантарса панӑ.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Ҫеҫенхир. Чечен хӗр. Чечен вӑрман. Чечен ача...
Чечене хитре, илемле тенӗ пек ӑнланатпӑр. Ҫеҫен тени те мӗне те пулсан пӗлтермест-ши? Пӗлтерет иккен: Ашмарин словарӗнче ҫеҫен — никам пырса кӗмен (вырӑсла — девственный) тесе ӑнлантарнӑ. Ҫав хушӑрах чеченӗн пӗлтерӗшӗ те ӗлӗкрех ҫавӑн пекех пулнӑ.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Пӑла тӑрӑхӗнче Шанкӑртам ятлӑ пысӑк ял пур. Хальхи Патӑрьел районне кӗрет вӑл. Унта халӗ тутарсем (мишерсем) пурӑнаҫҫӗ. Ӗлӗк ку ялта чӑвашсем те пурӑннӑ. Шӑнкӑртамӑн чӑвашсем пурӑнакан пайне, кассине, Упи тенӗ. Уписем каярахпа тӗрлӗ ҫӗре (Тикеше, Сакӑта, Янтукан поселокне) куҫса кайса пӗтнӗ.