Ку сӑмахсем тӳрӗ пӗлтерӗшпе те, ытарлӑ пӗлтерӗшпе те тӗп-тӗрӗс. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче эпир чӑваш сӑввин ӑстин ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑватпӑр. Ҫак куна халалласа тӗрлӗрен тӗлпулусем, поэзи уявӗсем иртеҫҫӗ. Чи кирли вара, ман шутпа, — ҫак кун Миттан хӑйӗн халӗ Патӑрьел районне кӗрекен тӑван Аслӑ Арапуҫӗнчи вил тӑприне чечексемпе пуҫ тайни. Шупашкарта сӑвӑҫ пурӑннӑ ҫурт ҫинчи асӑну хӑми те ҫак кун тӑлӑх юлмасть.
Ҫак пархатарлӑ ӗҫӗн пӗлтерӗшне тата тарӑнраххӑн ӑнланса илме ҫакна аса илни те ҫителӗклӗ: акӑ, чӑваш халӑхӗн чылай маттур ывӑлӗн-хӗрӗн вилтӑприйӗсем те пулин ӑҫти пач паллӑ мар — кайса чечек хурас тесен те хума ҫук.