Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Миҫе Сӑкӑт чӑваш ҫӗрӗнче?.. Тата ҫак сӑмах мӗн тенине пӗлтерет-ши?
Сӑкӑт — ял ячӗ. Патӑрьел районӗнче икӗ Сӑкӑт: пӗри — чӑваш ялӗ, тепри — тутар ялӗ. Вӑрнар районӗнче те Сӑкӑт пур. Тата тепӗр ял — Мӑналт Сӑкӑт (вырӑсла — Янгильдино). Тӑвай районӗнче Сӑкӑтпуҫӗ пур.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Хӗвел сӑмахӑн авалхи хурми пирки шухӑшланӑ май ҫакна та калас килет. Вулакансем аставаҫҫӗ пулӗ, Тур Хейердал ҫулҫӳревҫӗ хӑйӗн интернациллӗ экипажӗпе малтанхи хут «Кон-тикки» ятлӑ папирусран тунӑ кимӗпе ишеве тухнӑччӗ. Кон-тикки — авалхи египтянсен сӑмахӗ, вӑл хӗвеллӗ ҫамрӑк патша (солнечный принц) тенине пӗлтерет иккен.