Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Все мое несу с собой.(Бианит)
 

Ad

Blog Updates

Cас пама та, шӑп ларма та пӗлмелле

  02.02.2016 21:27 | Edit | Delete | 4216 views

Руслан Сайфутдинов 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче иртнӗ Ваттисен канашӗнче тухса каланӑ доклад.

 

Сывлӑх сунатӑп пурне те!

Чӑн малтан кунта ҫакӑн чухлӗ ҫын пуҫтарӑнасса кӗтменччӗ. Мӗншӗн тесен эп кунта пӗлтӗр килкелесе ҫӳренӗччӗ, ун чухне чи нумаййи те 11-12 ҫын пулнӑ. Паян вара ҫын самай нумай. Ку чӑннипех те савӑнтарать.

Чӑн малтан мӗн калас килет ӗнтӗ? Пӗрремӗш, енчен те эсир пурте халӑхшӑн тӑрӑшас тетӗр пулсан, ҫитес ҫулсенче халӑхшӑн татах та тӑрӑшмалла пулать.

More...

 

Патшалӑх суверенитечӗ тата чӑваш наци чӗрӗлӗвӗ

  09.12.2015 22:08 | Edit | Delete | 3956 views

Раштавӑн 8-мӗшӗнче Атнер Петрович Хусанкай вуласа панӑ доклад тексчӗ. Автор ӑна суверенитет пирки калакан декларацине йышӑннӑранпа 5 ҫул ҫитнӗ тӗле хатӗрленӗ. Тин кӑна тенӗ пек иртнӗ ҫавра сӗтелте вӑл ҫак доклада пӗчӗк улшӑнусем кӗртсе вуласа пачӗ. Ку вӑл — 20 ҫул иртсен те ҫак доклад хӑйӗн актуаллӑхне ҫухатманнине палӑртни. Ҫавӑнпа та сире эпир унӑн оригиналӗпе паллаштарма шутларӑмӑр. //«пиллӗк» вырӑнне «ҫирӗм пиллӗк» тесе вуласан, чечен вӑрҫи тавра ҫырнине кӑларса илсен — раштавӑн 8-мӗшӗнче вуланӑ доклад пулать.

 

Совет тапхӑрне илес пулсассӑн Чӑваш патшалӑх аталанӑвӗнче икӗ тапхӑра курма пулать.

More...

 
[Comments (3)]

Декларацинчен конституциччен. Хроника. Опыт

  08.12.2015 20:50 | Edit | Delete | 4617 views

Николай Егорович Лукианов раштавӑн 8-мӗшӗнче иртнӗ ҫавра сӗтелте тухса каланӑ доклад тексчӗ.

 

Кӗркунне вӑл пирӗншӗн — чӑвашшӑн чи тухӑҫлӑ та яваплӑ вӑхӑт иккенне эпир пурте питӗ лайӑх пӗлетпӗр. Ҫулталӑкӗпе тар тӑкса ырми канми ӗҫленин результачӗ кӗркуннере паллӑ пулса халӑх малалла, тепӗр ҫул мӗнлерех пурӑнасси ҫутҫанталӑкӑн ҫак вӑхӑтӗнчен килет.

Теме пула ҫутҫанталӑк йӗркипе анчах та мар, чӑваш нацин шӑпипе ҫыхӑннӑ питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ япаласем те ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗнче кӗр кунӗсенче пулса иртрӗҫ.

More...

 
[Comments (1)]
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat