Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йышăнман сăмахсемЫтла та вăрттăн юратуМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Сунарçă халлапĕсемИлемАвăн уйăхĕКĕмĕл кĕпер

Сăмахсем


Пур сăмах сана çырма,

анчах васкамасть тухма.

Чĕлхе вĕçĕнчех ларать,

анмасан та пултарать.

 

Сăмахсем вĕт çухалмаççĕ,

пирĕнпе пĕрлех пурнаççĕ.

Анчах мĕн пурăннăçемĕн,

«сăмахсем пур-ха» тейеймĕн.

 

Эп нумай хама каланă,

вăхăтра асăрхаттарнă –

санăн валли сăмахсем,

ытлашши çук та вĕсем.

 

Мĕн чул вĕсене каларăм!

Пуçра нимте хăвармарăм.

Сан пата вĕсем çитмерĕç?

Е сана ĕнентермерĕç?

 

Кунта санăн айăп çук,

сăмахсен вăйĕ те çук.

Хак параç урăх енчен –

ку сăмах укçа çинчен.

 

Пĕр енчен вăл пит аван –

укçа çук – пĕччен пурнан.

Каламан сăмахсене

çавăрса яр ху çине.

Пирĕн чир


Эп мĕн чухлĕ

шутласан та,

ăнланма

пултараймастăп.

Мĕнле халăх вăл –

чăваш;

Хам чăваш

пулнă пулсан та,

ăнлантарса

параймастăп.

 

Питĕ нумай

лайăх çын –

пысăк савăтри

пыл пек.

Кăштах тикĕт

лекнĕ пек –

пĕрне-пĕри

кураймаççĕ,

питĕ вăйлă

ăмсанаççĕ!

 

Пурнăç çăмăлрах

пулсан та,

ăмсанни

татах та вăйлă.

Хăвна-ху çини

вĕт ку!

Пур чăваш

ăна курсан та –

пурăнатпăр

çавăн майлă.

 

P.S. Ăмсану вăл

вăйлă чир –

ĕмĕр

пирĕнпе пулать.

Căвăс


Çамрăк юн çăта-çăта

Кӳпнĕ ватă Сăвăса —

Кур: выртать-иç какăрса...

Ал-урийĕ шыçнăран

Сывлăш çавăрать аран —

Хускатма та ан хăтлан!

Хырăм тутă та — аван:

Ним те кирлĕ мар паян...

— Ыранхи пирки!?

— Ыран!

— Çитрĕ, тет, ыран...

— Вара?

Пуç çухатнă сăвăс, ав!!!

Хырăм та сакăр ура...

Туртрĕ тăрăшсах Ухмах...

Лешĕ çухăрать: хурах!

Вĕлерен, анра-сухра!

Пычĕ, тет, унтан Ăсли —

Вирлĕ сăмахсен ăсти...

Мĕн хăтланчĕ — васпати!..

Хирĕç хĕвеле пырса,

Çуллă сăмах çавăрса

Ячĕ леш мăйне пăрса!..

Йывăр килчĕ сăвăса...

Йӳпсемерĕ намăса

Тула сикрĕ çех тапса!

Шăртне хирĕç шăлнăран

(Çăлнине хăйне курман)

Шăл шакка пуçлать айван...

Шак! Шаккатăр-ин ара!

Чĕрне хушшинче ăна

Шăплантарĕç хăвăртах.

Хăрамастăп


Хăрат.

Хурат.

Хăвах куран: 

Хăрман

хăват

хунать

Харкам1.

Çăхав2

çăра.

Çакна кура:

çара уран

çурап

çула.

Чарма?

Хăтлан!

Часах

Хухан3:

Хухху4

хăвнах

хуплать

хуртан.

Тулли уйăх çутинче


1

Лавкка алăкĕ шаплатса хупăнчĕ. Кирилл хыççăн урама тухакан пулмарĕ. Хутаçри çăкăрĕсене майласа вырнаçтарнă май арçын тавралăха сăнарĕ.

Лайăх çанталăк тăрать тулта. Çуркунне çитнĕ тейĕн. Хĕрĕн иккĕмĕш уйăхĕ кăна вĕçленчĕ пулин те, çуркунне çывхарни самаях сисĕнет. Нарăс хĕвелĕ тӳпене чылай хăпарнă. Кăнтăрла вăхăтĕнче хăйне чăн хуçа пек туять çӳлте. Паян ăна нимĕн те кансĕрлеймерĕ çĕр çинчен ăшă куллине парнелеме. Пĕр пĕлĕт татки те курăнмасть тӳпере. Çĕрле пас тытнă йывăçсем шурă тумĕсене самантрах хывса пăрахнă, хĕвел питтинче хĕртĕнеççĕ.

Пат ӳкрĕ Кирилл картусĕ çине иртсе пыракан хĕрĕн пĕрремĕш куççулĕ — тумлам. Вăл лавкка çывăхĕнчен пăрăнма васкарĕ. Унăн ури айĕнчи юр та ирхи пек кăчăртатмасть, нăтăртатса пырать. Çил çукки савăнтарчĕ арçынна. Килне çавра çулпа каяс мар тесе вăл лавкка çумĕпе утрĕ. Юра таптаса тунă тăвăр сукмакпа асăрханса пуснă вăхăтра хăйне такам чĕннине илтсе чарăнчĕ.

— Кирилл, эсех пултăн çке ку, — лавкка хыçĕнчен тухса ун енне танккарĕ лутра арçын. Кăмăллăн кулать хăй. Кĕлетки самай тĕреклĕ пулин те сулăна-сулăна кайрĕ. Ури айне лекекен пушă кĕленчесемпе пластик савăтсене тапа-тапа сирпĕтсе Кирилл патне васкарĕ. Хăй тӳрĕ утасшăн пулчĕ пулин те хура çăматă тăхăннă урисемпе сукмака тĕллеймесĕр темиçе хут та тарăн юр ăшне ана-ана кайрĕ. Денисăн ашшĕ ӳсĕр пулнине аякранах тавçăрса илнĕ Кирилл ăна хирĕç пĕр-ик утăм турĕ. Лешĕн пуçĕнчи хăлхаллă хура çĕлĕкĕ чалăшса кайнă. Кĕç-вĕç юр çине ӳкет. Çавра пичĕ ырханланнă, шыçăнса тăрать. Куç шуррисем хĕп-хĕрлĕ. Тахçантанпа хырăнманнипе хура сухал пусса илнĕ арçынна.

Малалла

Йыт пырши


Шап-шур чечекĕн ыр шăрши

Тавралăха симпа тултарнă...

Ăмсанчăк, выçăх Йыт пырши

Çакна епле чăтма пултартăр?!

Тымарĕ çирĕп пулнăран

Хăйне кăна пăхăнтарасшăн:

Çулне пӳлсен ӳсен-выртан

Шуса пырать, унтан ачашшăн

Ытамласа илет... пăвать...

Пăвать, пăвать тĕревсĕр курăк

Сĕткенлĕхе ĕмсе: шанать

Таврашĕнчи ем-ешĕл. Курăр —

Карма çăвар татах шăвать...

Темскер шырать — ун канăç çуккă —

Тен, ырă шăршă уртарать?

Упаленсе хăшканă суккăр

Татах, татах тем хыпашлать:

Тинех çакланчĕ нар юхтармăш!

Текех ыр курмăн пахчамра!

Пыл хурчĕсен ĕçне тултармăш,

Чĕтре, чĕтре ĕнтĕ! Хăра!..

Асса кайса йăран çумланă

Пахча хуçи кĕтмен çĕртен

Йыт пыршăн тымарне кăларнă —

Тăсланкăскер айван сисмен…

 

Çĕре чавса пăрахнă вăррăн

Шăтса тухма мехел çитсен

Пулать-çке ĕмĕрĕ те вăрăм

Çум курăка кас-кас иртсен.

Кирлĕ-и вĕсем?


Орденсемпе медальсене

мĕншĕн çакмаç

кăкăр çине;

Ма пытараççĕ çынсенчен?

Тĕлĕнмелле вĕт

пĕр енчен.

 

Вилсен кăна

вара пĕлетпĕр –

ку çын Герой пулнă иккен!

Тата чăнах та тĕлĕнетпĕр –

мĕншĕн курман

ку таранчен.

 

Ĕçленĕшĕн

медаль парсан,

хавасланса пурăнмалла.

Панисене те

пытарсан –

ма вĕсене кăлармалла?

Турăпа пĕрле


Çын вăл паллă

курсанах,

санăн çине

пăхсанах.

Турă пулсан ăшĕнче –

çутă унăн умĕнче.

 

Ĕненен пулсан – ĕнен,

манăн çине

ан çилен.

Турăпа пĕрле пулсан –

таса пурнăç

пулать сан.

 

Хăвна-ху эс

тĕрĕсле –

мĕн турăн

çынпа пĕрле;

Турă ĕçĕсене тусан –

тĕрĕс пурнăç пулчĕ сан.

 

Нумайăшĕ

çурт тумаç,

пĕр йывăç

çĕре лартмаç.

Ывăл та çуккă вĕсен –

Турра мĕн калаç вилсен?

 

P.S. Кашни çын

пурнăçĕнче –

Турă мĕн: çырнисенче.

«Каçар»


Çын çылăхне

каçарма йывăр,

анчах та

каçарма пулать.

Çылăхра тăвăр

пурăнма,

сывлăш çитмест пек

сывлама.

Çылăхĕ пысăк

пулмасан та,

чĕрере

йывăрлăх юлать.

 

Чăваш

сăмахĕсем çемçе,

хăлхасене

ыраттармаççĕ.

Анчах пур

йывăр сăмахсем –

тухасшăн мар

пиртен вĕсем.

Вĕсене калас

тесен те,

чĕлхе çинчен

вĕсем анмаççĕ.

 

«Каçар» тенĕ

сăмахĕ пур –

шалтан, чунтан

тухаканни.

Кашни çын

ăна пĕлмест,

хăй патне

ăна кĕртмест.

«Каçар, тархасшăн» –

темесен те,

нумай ун пек

пурнаканни.

 

P.S. Ун пек сăмах

санра пулсан –

пурнăç та

урăхланать сан.

Литературăпа искусство картишĕнче


Малтан Иванов (Петров, Сидоров…), ытла чаплах мар пулин те, литератор пулнă, кĕнекесем те çыркаланă, теççĕ, анчах кайран лит-оратор пулса тăнă: хăй нимĕн те çырман, çынсем çырнине тиркенĕ те мĕнле çырмаллине вĕрентнĕ, çавăн пиркиех ăна пысăк писатель тесе шутланă.

* * *

Хăшпĕр писательсем кĕнеке çырма лариччен малтан рецензент тупса хатĕрлеççĕ, тет.

 

* * *

Авалхи пурнăç çинчен çыра-çыра, М. писатель хăй хăш вăхăтра пурăннине те маннă, тет.

 

* * *

Издательство коридорĕнче икĕ капăр каччă калаçаççĕ:

— Малтан редактор пуласчĕ-ха, кайран вара писатель пулма та йывăр мар!

 

* * *

Алкоголизмпа кĕрешетĕп! — тенĕ те Микулккай писатель, çине тарсах «Черккей» ятлă повесть çырса пăрахнă.

 

* * *

Комеди лартнă каç театрта питĕ лăпкă пулнă: курма пынисем пĕрремĕш акт пĕтичченех çывăрса кайнă.

 

* * *

Малалла

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 ... 796
 
1 Харкам – уйрăм, хăй тĕллĕн
2 Çăхав – сас-хура
3 Хух — чакни
4 Хухă — юлашкисем