Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сар ачапа сарă хĕрКушкă ачиХурапа шурăАсаттесемСулпикепе Валĕм хунÇăлтăрчăксемВӗре ҫӗлен

Хивре çанталăк чăркăшать тулта...


Хивре çанталăк чăркăшать тулта:

те юр çăвать, те çумăр ислетет?

Ятна пăшăлтатса калать тута:

— Аш кăмăл куркине тултар-ха, — тет.

Шăпаçăм çеç калама çук чее —

улăштарать çанталăкне пĕрмай.

Тарасапа виçеймĕн телее —

çапах пур унăн виçинче ман пай.

Çунатлă шанчăк систерет ырра,

кунçулăн уйĕнче ăмăртмалла

санпа выратпăр хамăрăн тырра —

пăхатпăр çамрăк сăн-питпе мала.

Çак пĕрлĕхре çуралнă юрату

Санпа-манпа мĕн виличчен тату.

Çил ташши


Уй-хирте — çилсен ташши...

Сăрт çинче — çилсен ташши...

Хулан çут урамĕнче те —

Çил ташши...

Шыв çинче те, тӳпере те,

Сан хăлхун алки çинче те,

Тĕм-хура çӳçӳ çинче те —

Çил ташши, çил ташши, çил ташши

çавраçиллĕ çил ташши!..

Кам калать-ши кĕввине —

чăрсăр ташă кĕввине?

Вăйăçи ытла маттур —

камăн-ши гитара пур?

Сĕртĕнет хĕлĕхсене

питĕ ерипен

е пусать чĕлĕхсене

ерипен.

Сĕртĕнет хĕлĕхсене

питĕ васкаса

е пусать чĕлĕхсене

вăрăнса.

Кĕввине те çил калать,

çилсене вăл йыхăрать.

Тĕрлĕ тĕслĕ кĕвĕ майăн

вирхĕнсе

тухрĕç питĕ те нумаййăн

ташлама каçхи çилсем.

Ăшăнасшăн хăшĕсем —

аллисем лекеççĕ пăр пек.

Чуптăваççĕ хăшĕсем —

ыталаççĕ çепĕç хĕр пек.

Тăвăллăн янрать оркестр,

тĕлĕнтермĕшле оркестр,

халиччен курман оркестр —

чим, ăçтан-ши ку оркестр?

Пурте паллă — пурте çыннăн.

Çилсенчен çил хыврĕ юрă.

Курăнаççĕ пианинăн

шăлĕсем хура та шурă:

Малалла

Тĕпсĕр кӳлĕ


Пĕр çуллахи шăрăх кун эпир юлташсемпе Тĕпсĕр кӳлле шыва кĕме кайнăччĕ.

Эх, хаваслă-çке çав кунсем! Вăхăчă те пи-итĕ хăвăрт иртсе каятчĕ. Шыва кĕрсе килнĕ май Вовăпа Саша шухăша кайрĕç. «Шутлăр-ха, ачасем, мĕншĕн çак кӳлле «Тĕпсĕр кӳлĕ» тесе ят панă-ши?» — терĕ Саша. Шутларĕç-шутларĕç, нихăшĕ те тупсăмне тупаймарăç.

Киле çитсессĕн эпĕ çак кӳлĕ çинчен пĕлес тесе аннерен тĕпчеме пуçларăм. Вăл мана кӳршере пурăнакан Лидия аппа патне кайса килме хушрĕ. Вăл ытларах пĕлĕ терĕ.

Пушă вăхăт тупса эпĕ кӳршĕри Лидия аппа патне васкарăм. Хапхаран кĕрсенех унăн кăмăллă та йăваш сассине илтрĕм. Вăл пĕчĕк чĕпсене апатлантарать иккен.

Сакăрвун çичĕ çулхи карчăк тееймĕн ăна. Кинемей мана тарават кĕтсе илчĕ. «Мĕн çăмăлпа чупатăн çак?» — пĕлес тесе ăшталанчĕ вăл. Эпĕ вара хам мĕншĕн килнине каларăм. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл манна Тĕпсĕр кӳлĕ çинчен.

«Ĕлĕкех çак кӳллĕн тĕпĕ питĕ тарăн пулнă. Çынсем кӳлĕ варрине кимĕпе кĕрсе вун икĕ лаша тилхипине умлă-хыçлă çыхса янă, анчах тĕпне çитереймен. Вăл çаврака та питĕ илемлĕ пулнă. Йĕри-тавра хăмăш ӳснĕ. Илемлĕ кайăксем, хур кăвакалсем, акăшсем анса йăва çавăрнă, чĕпĕ те кăларнă.

Малалла

Тĕтре витĕнсе тĕлĕрет мăн çаран...


Тĕтре витĕнсе тĕлĕрет мăн çаран,

Таçта, ав, сас пачĕ хурăкăш...

Чупман-им вара эп кунта çаруран,

Пулман-им телей уçă варкăш!..

 

Тĕнче тĕрлĕ тĕслĕ: кашнин чĕринче!

Хитре — илеме ĕненсессĕн,

Кашни чĕрĕлен чĕр хунав тĕлĕнче

Кăштах тĕлĕнме те пĕлсессĕн...

 

Илемшĕн кăна килменех çĕр çине,

Çапах та — илемлĕ пурнасчĕ.

Ырришĕн вара çакă ыр тĕнчене

Сăмах та пулин хăварасчĕ.

Ман çине пăхать те пурнăç...


Ман çине пăхать те пурнăç

Ахăлтатса кулать.

Куççуль витĕр, шăла çыртса,

Ахăлтатса кулать.

Эпĕ те кулатăп ăна хирĕç.

Ним пулман пек,

Куççуль витĕр, шăла çыртса,

Ахăлтатса кулатăп.

 

Ăнланатпăр пулĕ пĕр-пĕрне:

Хирĕç пăхса, шăла çыртса,

Куççуль витĕр

ахăлтатса кулатпăр.

Калла эп çаврăнса пăхатăп...


Калла эп çаврăнса пăхатăп,

Мĕн чухлĕ йышăнман сăмах!

Çĕрпе хуплас тесе пухатăп,

Аса илсе тăрап вăрах.

 

Ак çуркунне килсе çитсессĕн

Шăтать унта пин-пин хунав.

Ун хушшипе вара иртсессĕн,

Чĕрӳ чăтайĕ-ши татах?

 

Кашни хунавăн — хăйĕн сасă,

Кашни хунавăн — хăй екки...

...Чĕр сăмаха кĕтмен пулсассăн

Асаплантари ĕмĕлки?

Çăхав юрри


Карăнтарчĕç те йĕс хĕлĕхе —

Вăш! вĕçертрĕç.

Сасси çеç хăлхара:

«Вăш та вăш,

Вăш та вăш!

Хăш тĕле тĕллесе,

Хăш тĕллев-ĕмĕтпе

Вирхĕнетĕп?

Кам ӳтне, кам юнне,

Камăн чĕрĕ чунне

Витеретĕп?

Ятсăр ятăм — çăхав,

Ятсăр ятăм — ултав,

Çĕрпе пĕлĕт хушши —

Суя çулĕ.

Пулин пултăр апла

Чăлт-шурри те хура,

Нихăçан куçайми

Тепĕр хут чăлт-шурра.

Пулин пултăр апла...

Эпĕ мар айăпра:

Карăнтарчĕç те —

ячĕç мана».

Мăнçырма


Йĕри-тавра сĕм вăрман хуçаланать. Мĕнле кăна йывăç çук пулĕ кунта: ытам çитми юманĕ, яштака ăвăсĕ, илĕртӳллĕ хурăнĕ, лапсăркка вĕренесемпе çăкасем. Вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть çак вăрманăн. Çак вăрманпа тăватă паттăр утса пырать. Мĕн шыраççĕ-ши вĕсем кунта? Мĕнпе илĕртет вĕсене мăнаçлă вăрман? Вăрман илемĕпе, е унăн сывлăшĕпе киленме килнĕ вĕсем ку вырăна? Çук иккен, ку пачах та апла мар.

Хăйсем пурăннă таврара çăкăр-тăвар çитменни çеç мар, тӳре-шарасемпе пуян куштансенчен тарса хăтăлас ĕмĕт те килтен çула тухма хистенĕ вĕсене. Анчах та ăçта тармалла? Мĕнле хăтăлмалла? Пур-ши ун пек вырăн çĕр çинче?

Çурхи хĕвел хăйĕн ăшшине пĕр шеллемесĕр сапалать таврана. Унăн пайăркисем йывăçсемпе курăксем хушшинчен йăл-йăл курăнса каяççĕ. Ахрат варĕсем тăрăх ăсла пек пăтранчăк çурхи шыв юхать.

Уçланкăсенче майĕпен симĕс курăк сăмсаланать, анчах серте çĕкленмен-ха. Енчен те вăл ӳснĕ пулсан яшка пĕçерсе çиме май килетчĕ. Вара ăш та кăштах лăпланатчĕ пулĕ.

Иртенпех лăш курмасăр утакан чăвашсем чăнкă çыранлă вăрăм та тарăн çырма хĕррине пырса тухрĕç. Кăштах канса илес тесе хăрăк турат сарса çырма хĕррине ларчĕç. Йĕри–тавралла тинкерчĕç.

Малалла

Йĕнерсĕр утпала чупаттăм эпĕ...


Йĕнерсĕр утпала чупаттăм эпĕ,

çилхи юхатчĕ шухă çилпеле.

Хыçа юлатчĕ çухрăмсен хисепĕ,

васкаттăм эпĕ палăртнă тĕле.

 

Анчах тĕнче ытамĕ питĕ хытă,

асăрханса кăна юртас пулать.

Шăлне йĕрсе ларать тем чухлĕ йытă

çул айккинче: шăпу санран кулать.

 

Ак тарăн вар çăвар карать хăрушшăн,

шик! шăхăрса каçатăп леш енне.

 

Чупаççĕ йытăсем каллех пĕр хушă,

хыçа хăвартăм мар-и вĕсене?

Темме хальхаççăн ӳкĕнӳ çуралчĕ:

йĕнерсĕр ут çамрăклăхпа çухалчĕ.

Выляççĕ кĕслеçĕн çинçе пӳрнисем...


Выляççĕ кĕслеçĕн çинçе пӳрнисем

хĕвел шевлисем хăвăрт-хăвăрт чĕтреннĕн.

Янраççĕ чунра инçетри кĕвĕсем,

выртать тĕксĕм улăх пĕр сассăр, тĕтреллĕ.

 

Эп уйăхăн хĕрлĕ те пĕчĕк питне

куратăп тĕтрен шурă хумĕсем витĕр.

Çунам — ма сӳнтерĕп чĕре кăвайтне?

Ăна кĕçĕр каç тунсăх кĕлĕ ан виттĕр!

 

Сиссем, юрату тĕлпулусăр юлсан,

хăй вăрттăн садне те куçран пытарсассăн.

Çухалнă парне пек, каймасть асунтан,

ăшри куляну çеç сывлать пурпĕр ассăн.

 

Таса туйăмсен илемне кам-ши манĕ?

Эп халĕ хамах юрату талисманĕ!

■ Страницăсем: 1... 581 582 583 584 585 586 587 588 589 ... 796