Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ХусанСăвăсемпе поэмăсемКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеÇул хыççăн çулКушкă ачиЙĕрсемЧакăл-ту

Салтак эп пулнă


Салтак эп пулнă. Пулнă эп мишень.

Эп пенĕ пăшалпа. Мана те пенĕ

Пĕччен те — вăрттăн, харăс — темиçен

Çĕрле те, кăнтăрла та хирĕç енĕ.

 

Эп ӳкнĕ, тăнă — кайнă эп малах

Çĕр çĕмĕрсе те питĕ шăппăн, сассăр;

Ума тĕл тухнă — пенĕ эп, анчах

Мишене мар аркатнă, каçармасăр

 

Тустарнă тыррăма таптакана,

Вутта хуракана ватта-вĕтте те,

Ял-хулана, çынна, саманана

Инкек кӳрекене çех пур çĕрте те!

 

Хура хĕреслĕ выçкăн çăткăна

Шывра та, çĕр çинче те эп тылланă.

Сыхланă Паяна эп, Ырана,

Тăван сасса, тăван юрра сыхланă.

 

Салтак эп пулнă. Пулнă эп мишень

Тискер тăшманшăн — чунсăр автоматшăн.

Пулман эп автомат — ырра тивмен,

Кĕрешнĕ усала çех тĕп тăвасшăн.

Туслăхра хуçалантăр илем


Çав çĕклет тăван халăх чысне —

Мĕнле хӳхĕм чăваш юррисем!

Пуç таяр-и, тăван, пĕр-пĕрне,

Туслăхра хуçалантăр илем!

 

Пирĕн çăлтăр çӳлте тӳпере,

Çĕр çинче пурăнатпăр пĕрре.

Савăнар-ха, тăван, савăнар,

Ĕмĕрех туслăхра пурăнар!

 

Тус-тăванăм, упрар çынлăха,

Пуç таяр-и тăван халăха.

Пирĕн юрă çĕклетĕр чуна,

Саламлатăр хĕвеллĕ куна!

 

Пирĕн çăлтăр çӳлте тӳпере,

Çĕр çинче пурăнатпăр пĕрре.

Савăнар-ха, тăван, савăнар,

Ĕмĕрех туслăхра пурăнар!

Мăшăр çăлтăр


Çутăсем, çутăсем...

Пĕрре хĕсĕнсе те тепре яр-уççăн хĕмленсе çиçекен йăлтăркка куçсем...

Мĕн чухлĕн эсир ман тавра, мĕнле йышлăн! Эпĕ сире шутлатăп-шутлатăп, çаплах шутласа кăлараймастăп: нумайăн, питĕ нумайăн эсир, вутла ялкăшан пăнчăсем!

Çӳлтех, ак, хам çире, такам туртса карăнтарнă чатăр евĕр тӳпере, пин-пин, мĕльюн-мĕльюн ялт çутса янă хунар. Хура кăвак шăналăк çине сапаланă ахахсем пекех çиçеççĕ вĕсем каç тĕттĕмĕнче. Лаши чуманрах пулнăран-и, уйăх тухса ĕлкĕреймен-ха. Çавна пула пушшех те вăйла алхаснăн туйăнаççĕ çăлтăрсем. Вĕсем, тем каварлашнăн, пĕрне-пĕри хĕтĕртсе, мĕлт те мĕлт куç хĕсеççĕ; е тĕлĕннĕн, чарăлса, — ай-туруях! — кăварла çунаççĕ; е çавăнтах хӳрипе сулаççĕ те, пултăрах, пултăр, маншăн пурпĕрех, тенĕн, йăрăл-л йăрăлтатса чăмаççĕ аялалла... Мĕн хытса тăратăн, часрах кил, хăвăртрах хутшăн пирĕн вăййа! — хистеççĕ, йыхăраççĕ мана та.

Пысăкран пысăк ытам тума хăнăхнă мăн хулан кăкри те тӳперинчен кая мар çеçтенкĕре. Вăл йăлтах йăлтăр-ялтăр теветлĕ. Туй пики евĕрех. Каснă-лартнă туй пики. Мăя çине мăя çакса тултарнă та, е унталла ывăтса ярăмлантарнă шăрçисене, е кунталла. Ташлама черетсĕр кăларнипе хĕпĕртенĕ инке-арăм пекех, ухăнаççĕ те виçĕнеççĕ вĕсем, саркалана-саркалана çунатланаççĕ, — юнашар тăрса йăкăртатаççĕ, пĕр-пĕрин хушшине хĕсĕне-хĕсĕне кĕрсе хĕресленеççĕ, юлашкинчен хутшăнса, пĕрлешсех каяççĕ. Вара пĕлсе пĕтер, шыраса туп — хăшĕ хăшне ыталанă та хăшĕ хăшне чуптунă!.. Шултра куçлă кантăксем çеç сăпай. Яланах лăпкă вĕсем, яланах йăваш. Вĕсенчен кирек хăçан та чун-чĕрене канлĕхпе килентерекен килйыш ăшши сăрăхать...

Малалла

Анне куççулĕ


Хурлăх çине вăхăт çурхах карать,

Тарăн суран çĕнĕ ӳт илнĕ пек.

Куççульне те вăхăт юхма чарать,

Кĕрхи тăтăш çумăр иртнĕ пек.

 

Анчах пĕр суран çеç ӳт илес çук,

Анне чĕрин тарăн суранĕсем.

Пĕр куççуль çеç нихçан иксĕлес çук,

Анне куçĕн вĕри куççулĕсем.

Ма тĕлĕнетĕн çеçпĕл хăрнинчен?..


Ма тĕлĕнетĕн çеçпĕл хăрнинчен? —

Вăл пăрлă сывлăм ĕçнĕ çуркунне.

Ма тĕлĕнен чечексĕр садсенчен? —

Тăм çапнă, çил тустарнă вĕсене.

 

Ма тĕлĕнен ман кăмăл сиввинчен? —

Сив чунупа пистертĕн чĕрене.

Асамат кĕперĕ


«Атăл урлă хĕлĕх картăм», —

Тет чăваш çынни çакна, —

Кĕпере асра хăвартăм,

Сӳниччен сăна-сăна.

 

Шăнăçми пек ӳсрĕ шелĕм,

Асамат çухалнăçем

Антăхса çапла тинкертĕм —

Ма час çĕтрĕ ку илем?

 

Улăхра чупсаччĕ эпĕр

Сăрлă карăнчăк айне,

Çав ачалăхри тем те пĕр

Хускатать ват çын халне.

 

Мĕн кăна курма тӳр килнĕ —

Тĕрленсе тăраç инçен

Тахçанах шавланă, иртнĕ

Çамрăк вăхăт анинчен.

 

Картăм эп кун-çулăм тăрăх

Хам асилĕм хĕлĕхне.

Итлемешкĕн хăв ан йăлăх

Пӳрнĕ пурнăç кĕввине.

 

Çемĕ улшăнми юхман-тăр

Саманамăр хумĕнче.

Хăй килне пиртен кам мантăр

Чăн тăванлăх йышĕнче?

 

Йăнăш ĕмĕтĕн кĕперĕ

Хăш-пĕр чух асаматла

Илĕртсе тăрса хистерĕ —

Каяс марччĕ тек апла.

Пуç пăрăнать пĕрмаях сан енне...


Пуç пăрăнать пĕрмаях сан енне.

Куçăм пăхать пĕрмаях сан çине.

Хăлхам пĕрмай сан сассуна кĕтет.

Чĕрем сиксе тухас пек кăлт! сикет.

 

Анчах пăратăп эп санран пуçа,

Вăя пухса тартап санран куçа.

Сан сассуна илтесшĕн мар — юрлап,

Хам ирĕке, хам ирĕке сыхлап.

 

Пуç пăрăнать çапах та сан енне,

Куçăм пăхать çапах та сан çине.

Хăлхам çапах сан сассуна кĕтет,

Чĕрем тапать: «Пурнатăп саншăн!..» — тет.

Амăшĕ


Анне...

Çак ятран асли, çакăнтан хисепли тата мĕн пур-ши çутă тĕнчере? Çук та пулĕ. Çук, çуках!

Анне вăл — пире ик ура çине тăнк пустарнă кăкăр сĕчĕ.

Анне — пире чĕрçинче вылятса-култарса ӳс-тернĕ чĕре ăшши.

Анне — вăрăм çула такăнмасăр та ывăнмасăр утса тухма пехилленĕ иксĕлми вăй-хал.

Анне — пирĕн пĕтĕм пурнăçăмăр; хамăра çӳле-çуле вĕçме çирĕп çунат халалланă Тăван çĕршыв та вăлах.

Анне...

Надежда Даниловна та, ытти чылай хĕрарăмсем пекех, ача амăшĕ. Икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ вăл. Халĕ вĕсем пысăк ĕнтĕ, çитĕннĕ; иккĕшĕ те пурнăç çулĕ çине тухнă, ĕçлеççĕ. Апла пулин те, амăшне «йӳтетмесĕр» минут ирттермеççĕ. «Анне» те «анне» — çăвар уçмассерен. Пĕчĕк чухнехи пекех.

Вĕсем кăна та мар. Çук, тăван ачисем кăна мар. Пилĕкçĕрĕн çапла чĕнеççĕ ăна. Петĕм общежити. Пуриншĕн те вăл амăшĕ.

 

* * *

...Ун умĕнче иккĕн тăраççĕ. Иккĕшĕ те çамрăк. Надежда Даниловна вăсене лайăх пĕлет. Валя Высоцкая кунтах, общежитирех, пурăнать. Пăра пек çаврăнса тăсăлакан пусма тăрăх çӳлти хута хăпаратăн та тӳрех ун пӳлĕмĕ тĕлне çитсе тухатăн. Тирпейлĕ те таса пӳлĕм. Чи лайăххисенчен пĕри.

Малалла

Ют пахча


«Ах, как манит меня этот сад...»

Л. Симонова

 

Тăр! чĕтрет те вара улмуççи —

Пăтлатса тăкăнать сар улми.

Çĕр çинче — чăштăрти сар çулçи —

Те улми, те çулçи — уйăрми.

 

Тимлесе эп тăратăп пăхса,

Илĕртет, илĕртет ют пахча.

Паян кун астăвап çав сасса...

(Хам çинче — улача, эп — ача.)

 

Çавраçил çаврайман ман пуçа,

Чун туртсан та — чуна тăнламан.

Тĕлĕкре курăнсан та куçа

Ют пахча улмине тутанман.

 

Кун килет те каять çаврăнса,

Вăхăта вăхăт çеç хăвалать...

Ма çаплах ют телей-пахчинче

Илĕртсе сар улма тăкăнать.

Огинский полонезĕ


Асамлăн янăрать.

Асамлăы та асаплăн.

Унтан, хăй асапне манса,

Каять инçе-инçе.

Часах асаплă телейне аса илсе,

Ачашшăн таврăнать хăй вырăнне.

 

Асамлăн янăрать,

Асамлăн та мăнаçлăн.

Вара... Пур шухăша пĕр юхăма кĕртсе,

Илсе каять тĕнче хĕрне.

 

Янрать, янрать...

Мăнкăмăллăн, ачашшăн.

Витсе хурас пек пурнăç таппине.

Унтах...

Куçне хупма сĕмленнĕ çын ăшне

Çĕн вăй кĕртсе чĕртсе ярас пек.

■ Страницăсем: 1... 634 635 636 637 638 639 640 641 642 ... 796