Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ҪавраҫилПепке çуралсан...Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томКайăк тусĕСинкерВатă чĕре — çамрăк чунВĕлле хурчĕ — ылтăн хурт

Кăмăл


Эсĕ сар хĕвел пулсан,

Çăлтăр çеç пуласчĕ ман.

Çăлтăр çеç пуласчĕ ман, —

Çумăнта куллен, ялан

Çутăлса тăрасчĕ ман.

 

Эсĕ çӳллĕ ту пулсан,

Пулаясчĕ пĕлĕт ман,

Пулаясчĕ пĕлĕт ман, —

Шăрăхпа усăнасран

Хăтарасчĕ сана ман.

 

Эс пылак çеçке пулсан,

Пулаяс пыл хурчĕ ман,

Пулаяс пыл хурчĕ ман.

Пĕр сана кăна ялан

Тутлăн чуп тăвасчĕ ман.

 

Эс хаяр кăвар пулсан,

Сивĕ шыв пуласчĕ ман.

Пăрлă шыв пуласчĕ ман, —

Тĕлкĕшсе кĕл пуласран

Хăтарасчĕ сана ман.

Тен, ахаль мар


Хумхантарать йĕкĕтсене

Тӳп-тӳрĕ пӳ, тăп-тăпăл пӳ...

Тен, ахаль мар хапха умне

Çурта пек хурăн лартрăн пуль,

Юратнă тусăм?

 

Çырла питсем! Вĕсем çине

Ӳкеççĕ ют куçсем ялан...

Тен, ахаль мар крыльца умне

Лартса ӳстертĕн пуль палан,

Юратнă тусăм?

 

Кăвак куçсем! Çамрăк чĕрем

Хăрать вĕсем тĕс тăкасран...

Тен, ахаль мар кăвак сирень

Ӳстертĕн пулĕ пахчара,

Юратнă тусăм?

 

Кăчкă çӳçсем! Вĕсем çине

Хăратăп эп юр çăвасран...

Тен, ахаль мар сад варрине

Сар хӳшĕ аврăн хăваран,

Юратнă тусăм?

Шетмĕ шывĕ хĕрринче


Симĕс-симĕс улăхра

Пăс юхать — шăрçа тăкать.

Шурăм пуçĕ тухăçра

Вăй вылять, хĕвел тухать.

 

Ялкăшса хĕвел тухать,

Шетмĕ тăрăх хĕм тăкать,

Шетмĕ тăрăх çул хывать —

Ĕнчĕ-ылтăн çул хывать.

 

Шетмĕ шывĕ тĕк тăрать,

Кĕмĕл кăкăрĕ çине

Çил анать те — кустарать

Вĕтĕ-вĕтĕ хумсене.

 

Ĕнтĕ ял та вăранать

Канлĕ, тутлă ыйхăран.

Васкаса утса анать

Çăл патне пĕр хĕр туран.

 

Чиперук, чиперук!

Кун пек хĕр те пур, те çук, —

Утти — акăш утти пек.

Пĕвĕ — Шетмĕ хăви пек.

 

Колхозра çĕр çичĕ ут.

Çăмарта пек утсемпе

Çамрăк конюх та виç хут

Анчĕ ĕнтĕ çăл патне.

 

Çамрăк хĕр те — сисетре! —

Виçĕ хут шыва анать.

Шыв юхать, хăрах витре

Тулнă ĕнтĕ — тăкăнать.

 

Каччă меллĕн шăхăрать —

Шыв ĕçеççĕ учĕсем.

Ну-и чăрсăр та вара

Каччăн харсăр куçĕсем!

 

Тутипе хăй шăхăрать,

Куçĕпе хĕре сăнать.

Малалла

Аншарли... чун илли


Аншарли пăттине ирсерен

Автанпа чăхсене çитерсен,

Ыррине малашне ан кĕтсем;

Пуçтаха çаврăнаççĕ вĕсем.

 

Ӳсĕрпе чăрсăрланнă автан

Хуçине тапăнать чи малтан.

Инкубатор чăххи самăр та —

Йăвинче курăнмасть çăмарта.

 

Сурăхсем тĕлĕнеççĕ пăхса,

Йытă та хăнăхман çак шăрша,

Автанран пăрăнать тарăхса,

Çĕрçисем те çĕклеççĕ шăв-шав.

 

Мĕн усси çавăн пек чăхсенчен?

Кил хуçи кăшт çиесшĕн ĕçсен

Тайкаланчăк айван автана

Чăмтарать чи малтан хурана.

 

Каскăн çил шурă тĕк вĕçтерет

Паварти хуранта мĕн вĕрет?

Кил хуçи хăналать куршине

Пĕçерсе юлашки чăххине.

 

Аншарли, аншарли, аншарли...

Чăх-чĕпсемшĕн те вăл чун илли...

Мĕн калассăм килет-и тата?

Ман самахăм та çук, тупата.

Çамрăксен юрри


Çӳл ту çинче, ай, мĕн пур?

Йăрăс тополь, хурăн пур,

Ту илемне кӳреççĕ, —

Çӳллĕ ӳсĕр! тееççĕ.

 

Пирĕн ялта, ай, кам пур?

Каччă трактористсем пур,

Хир илемне кӳреççĕ, —

Çĕршыв пирĕн! тееççĕ.

 

Сад пахчинче, ай, мĕн пур?

Улми те пур, çырли пур,

Сад илемне кӳреççĕ, —

Татăр, çийĕр! тееççĕ.

 

Пирĕн ялта, ай, кам пур?

Стахановка хĕрсем пур.

Ĕç илемне кӳреççĕ, —

Суйлăр, савăр, тееççĕ.

 

Çаран çинче, ай, мĕн-пур?

Тимĕр кăвак утсем пур,

Пуçа ухса çӳреççĕ, —

Йĕнер кирлĕ! тееççĕ.

 

Пирĕн ялта, ай, кам пур?

Кавалеристсем те пур.

Орден çакса çӳреççĕ, —

Çĕршыв сыхă! тееççĕ.

Юрă пуçламăшĕ


Çап-çут сенкер кăвак ирпе

Эп Шетмĕ хĕррине тухам-и —

Хавас яш-кĕрĕм ячĕпе

Чи хӳхĕм юррăма пуçлам-и?

 

Хĕвелĕн ылтăн шевлине

Савни пек ытама илем-и?

Илемлĕ çĕрĕ-шыв сăнне

Татах илемлĕн эрешлем-и?

 

Ирхи сар кайăк кĕввине

Чĕрем валли илтсе юлам-и?

Хаваслă пурнăç юррине

Хам та сар кайăк пек юрлам-и?

 

Кĕмĕл пек янракан юрра

Татах та уççăн янратам-и —

Телейлĕ, тулăх çĕршывра

Асран кайми юрăç пулам-и!

Çĕлĕксĕр пассажир


Эх, ача-а, мана пĕррехинче автобусран кăларчĕç те печĕç. Эпĕ пĕр вăхăт ним пĕлми пулса выртнă иккен. Темле карчăк мăкăртатнипе тăна кĕтĕм.

— Эй, Турăçăм! — тет. — Халăх пăрçа пек тăкăнать! Ку арçын та эрех ĕçсе кăннă! Пĕтнĕ, мăнтарăн!

— Кам кăннă? Кам пĕтнĕ? — хăранипе кăшкăрса ятăм эпĕ куçа аран-аран уçса.

Кинемей карт! сикрĕ те самантрах умран таçта тарса çухалчĕ. Хура тумлăскер, вилĕм карчăккиех пулчĕ-тĕр ку.

Тăрса лартăм та йĕри-тавра пăхкаларăм: тарас килет, — анчах ăçта? Кӳтсе кайнă алăсене вĕрсе ăшăтрăм та пуçа хыпашласа пăхрăм. Ак тамаша! Çĕлĕк çук! Ялтан хулана асăрханмасăр утăм та тумалли çук-мĕн, аяккалла пăхса ил çеç — юлашки йĕмсĕр хăварĕç.

Çав хушăра тăрмаланнă пуçа шухăш килсе кĕчĕ. Автобусри халăх мана ветеринари станцине кайма хушнă пек. «Юрать!» — терем ăшра. Каланă — тунă.

Пуç айĕнчи минтер вырăнне пулнă кирпĕче алла илтĕм те ялт! сиксе тăтăм. Инçех мар хĕрлĕ кирпĕчрен тунă, кермен пек курăнакан ветеринари станцийĕ ларать иккен, чавтартăм çавăнталла.

Çара пуçăн, кирпĕч йăтнă арçын килсе кĕнине асăрхасан выльăх тухтăрĕ, хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчесе лараканскер, те тĕлĕннипе, те хăранипе, тăрук чыхăнса кайрĕ, сĕтел айне кĕчĕ ӳкрĕ. Тем вăхăтран кăна пуçне çĕклесе пăхрĕ.

Малалла

Лирик тата кирĕк


Пĕр сăвăç кăкăрне çапатчĕ:

— Эпĕ — лирик!

Ман çепĕç чĕлхере нихçан та пулмĕ кирĕк.

 

Çакна илтсен хăр-хар! сас пачĕ те çывхарчĕ

пĕр критик ун патне. Мулкач пекех леш тарчĕ.

 

Çырулăх хирĕнче çӳрет халь çăткăн кашкăр,

çыравçăсен çемйи çухалчĕ чăштăр-чаштăр.

 

— Мĕн кирлĕ-ши ăна?

Хăшсем калаççĕ:

— Сурăх!

Ăна, какай пулсан, тата мĕн кирлĕ урăх?

 

— Тăван çырулăха хаклать вăл хырăмпа çеç, —

тесе халь авторсем унта-кунта чупаççĕ.

 

Чĕнет инçе-инçе пире тăван çырулăх,

пĕрех, çунатсăр ăс, ун тĕнчине ан çулăх.

 

Çырулăх ачисем çĕн сукмаксем хываççĕ,

чĕлхемĕр илемне хастар йышпа упраççĕ.

Çĕршыв хĕрĕ


Курсаттăм эп Карелире

Шап-шурă çурçĕр хурăнне —

Çурта пек тӳрĕ ӳснине.

Çав хурăнран илемлĕрех

Сан кĕлеткӳ, савниçĕм.

 

Курсаттăм эп Ливадире

Илемлĕ роза чечекне —

Кăвар пек çунаканнине.

Çав розăран чипертерех

Сан сăн-питӳ, савниçĕм.

 

Курсаттăм эпĕ Тухăçра

Казах пуш хирĕн кăлканне —

Сап-сарă пурçăн пеккине.

Çав кăлканран та сарăрах

Санăн çӳçӳ, савниçĕм.

 

Курсаттăм эпĕ тайгара

Çурçĕр çĕмĕрчĕн çырлине —

Агат пек çиçекеннине.

Çав çырларан та хурарах

Санăн куçу, савниçĕм.

 

Хура çунатсене авса,

Чĕкеç вĕçет ак улăхра;

Чĕкеç вĕçмест-мĕн улăхра —

Чĕкеç çуначĕ пек-мĕн сан

Куç харшисем, савниçĕм.

 

Пăхап та эпĕ сан çине —

Курап çĕршывăн илемне,

Курап çĕршывăн телейне,

Курап çĕршыв пуласлăхне,

Ман тантăшăм, савниçĕм!

Ывăл


Ватăлатпăр имĕш. Сухала

Тантăшсем кун сиктерсех хыраççĕ.

Манăн авă (чăмăртăр алла!)

Арăм çăмăлланчĕ — çын çуралчĕ.

 

Çын çуралчĕ, ман пĕрремĕш ывăл!

Шелепи çуралнă кун тата!

Кутамас ача, патвар та сывă,

Чĕрĕк пăт таять вĕт, тупата!

 

Микулай хурасшăнччĕ ятне

Амăшĕ, а эпĕ килĕшмерĕм.

Çывăх туйăнчĕ мана Сетнер

(Кĕçттентин Васильевич Сетнерĕ).

 

Ман Сетнер! Кулать-и вăл, йĕрет-и, —

Ан та çыр эс сăвă ун пек чух.

Пăхăнмасть вăл сăвăçа пĕрре те,

Нимĕнле саккун та уншăн çук.

 

Ак вăл (чăрмантарчĕ те мана!) —

Çывăрать ĕшеннĕ утаманăн.

Канлĕ ыйхă! Кун пек чух ăна

Чуп тăвас килет пĕр вĕçсĕр манăн.

 

Туйăм вăйлă савнăçăн темме...

Тĕлĕкре кулать-и вăл ачашшăн, —

Эпĕ хатĕр савăнса йĕме

Намăса пĕлмесĕр. Ача ашшĕ!

 

Çĕршыва çын патăм эпĕ те.

Кам пулассине халех пĕлеймĕр.

Çĕн этем вăл пулĕ тетĕп эп,

Ма тесен ун ĕмĕрĕ — çĕн ĕмĕр.

 

Малалла

■ Страницăсем: 1... 664 665 666 667 668 669 670 671 672 ... 796