Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томПирĕн çулталăкКуçа-куçăнАсаттесемЕркӗн

Телей


Больница палатинче эпир тăваттăн. Тăватă шăпа, тăватă кун-çул. Кăнтăрлахи апат хыççăн канма выртиччен сăмах çăмхи сӳтĕлет. Калаçу пурнăç çинчен пынă май, кашниех хăй чунне уçать. Пĕр эпĕ çеç ăш-чикри капланăва уçма васкамастăп. Пырта темле кӳренӳ чăмакки тăрать. Хам çине хам кӳренни. Палатăри хĕрарăмсене пурнăçри пăтăрмахсене уçма намăсланнипе стена енне çаврăнса выртатăп та куçран куççуль юхать. Пĕр кĕтмен çĕртен хампа хам тулашса илетĕп. Иртнĕ кунсене аса илсенех пит, çан-çурăм пĕçерсе каять.

– Пăрахăр-ха пĕрмай пурнăç çинчен пакăлтатма! Эсир сăмахланипех тĕнче улшăнас çук, парăр мана канлĕх,– кӳренӳллĕн тархаслатăп палатăрисене.

– Çук, Елюк, эсĕ тĕрĕс мар. Эпир тĕнчене улăштарма хăват çитерес çук. Хамăр пурнăç нушине, хуйхă-суйхăсене каласа парса чуна лăплантаратпăр. Эсĕ çамрăк-ха, çирĕм иккĕпе çеç пыратăн. Тен, сан пурнăçăнта çак хăрушă чирсĕр пуçне урăх нимĕнле хуйхă та, нуша та пулман. Вĕсем пулнă-тăк, пĕр вăтанми уç чунна, каласа пар вăрттăнлăхусене. Вара сан чуну сиплĕ мунча хыççăнхи ӳт-тир пек çăмăлланĕ, чирĕ те хăвăртрах тамалĕ…

– Намăс мана хам çинчен каласа пама, намăс. Анчах карланкăра тем чăмакки тăрать, ниепле те çăтса яраймастăп. Тен, чăнах та, сире чуна уçсан çăмăлрах пулĕ. Капла ялан хама айăплă пек туятăп.

Малалла

Çĕр доллар


Ялта çитĕнсе пыракан хĕрупраçсенчен Митрюксен Маруçне çитекенни çук. Епле савмăн-ха çинçе пилĕклĕ, йăрăс пӳллĕ, тулли кăкăрлă хĕре? Кулли тата мĕне тăрать: ик питçăмарти те илемлĕн путать те пайтахлăха асра юлать. Калаçăвĕ те шăнкăртатса юхакан çăлкуç евĕр, чĕлхи те çепĕç. Пайтах йĕкĕт ун çумне «çыпçăнма» хăтланнă – пĕрин те ĕç ăнман. Темшĕн сивленĕ вăл ял каччисене, ăна никам та пĕлмест. «Ытла илемлĕ пулнипе хăйне мăна хурать», – тенĕ Маруç юратăвне ниепле те çĕнсе илеймен йĕкĕтсем. Кĕвĕç чунлă хĕр-тантăшĕсемшĕн çакă чухах килнĕ – темле те хурланă вĕсем маттур хĕре.

Çемйи вĕсен пысăк. Митрюксен çичĕ ача ӳсет. Чи асли – Маруç. Вун пĕр класс хыççăн ĕне ферминче икĕ çул тар тăкрĕ, укçа илсе кураймарĕ. Ашшĕ-амăшпе канашларĕ те хăй телейне хулара тупма шут тытрĕ. Ĕмĕт пур-тăк – çын çунатлă-çке.

– Асту унта, хулара шух каччăсем йышлă. Сан пек чечек çине аслăрах арçынсем те куç хывĕç. Чысна нимрен ытла упра, – ăс пачĕ ăна ăсатнă чух амăшĕ.

Хусан Маруçа шавлă урамсемпе кĕтсе илчĕ. Вокзалтах çĕр каçкаларĕ малтанхи вăхăтра. Кунсерен ĕç шырарĕ те тупрĕ. Предприяти пуçлăхĕ общежитие те вырнаçтарчĕ. Ĕçĕ лайăх, аван тӳлеççĕ, анчах йывăр. Каçпа киле таврăнсан халтан кайнипе хĕр тӳрех вырăн çине тӳнет. Пӳлĕмре пурăнакан юлташĕсем каçхи апата чĕннине те илтмест. Канмалли кунсенче çеç вĕсемпе тăраниччен калаçать.

Малалла

Пирĕн Çеçпĕл Мишши


Çăлтăрсем – шултрисем, вĕттисем пĕр канашлăн

Ялкăшаççĕ уяр тӳпере…

Пĕлĕте яр çурса метеор пĕр самантшăн

Хыпăнать те – сӳнет ĕмĕре.

Çăлтăрсем çуталаççĕ çаплах килĕшӳллĕн,

Анчах лешĕ – мĕн ĕмĕр тăршши

Курнă çын асăнчен çухалмасть вара ӳлĕм.

Çавнашкал пирĕн Çеçпĕл Мишши.

 

Тинĕс хумĕ чĕвен тăракан шур çилхеллĕ.

Урхамах пек сикет, кăтăртать.

Харсăр кимĕç тухать, çиле хирĕç вăл меллĕ

Киммипе сĕм шыва кастарать.

Ахăрать, мĕкĕреть, тĕпсĕр авăр:

«Сахал мар пулнă сирĕн йышши!»

Анчах кимĕç ишет кĕсменне пăрахмасăр.

Çавнашкал пирĕн Çеçпĕл Мишши.

 

Ăмăрткайăк вĕçет ĕмĕрхи ту-сăрт урлă,

Тинкерсе пăхать вăл тавралла.

Унăн çулĕ тĕтреллĕ е çумăрлă, юрлă –

Вăл пурне те çĕнсе каçмалла.

Варкăшать, çӳлерен те çӳле ярăнать вăл,

Мал енче – çут хĕвелĕн ăшши,

Вăл кĕртет чăнкă ту, хирĕç çил аслă тăвăл.

Çавнашкал пирĕн Çеçпĕл Мишши.

 

Вăл чăваш чĕлхине, юмахри Данко евĕр,

Çунакан чĕрипе çутатса.

Çул кăтартнă; вăл шаннă пĕр иккĕленмесĕр

Малалла

Памастпăр ирĕк хулана


Нева хаяррăн хумханать…

Ан ур, тăшман, ан антăх:

Памастпăр ирĕк хулана

Нихçан та! Никама та!

 

Илемлĕ, чаплă çурт-кермен,

Пахчи, музейĕ, шкулĕ -

Мĕн пурĕ хамăр ĕмĕртен,

Ялан вăл хамрăн пулĕ!

 

Çĕршыв пек анлă, сарлака

Хулан кашни урамĕ

Çĕклет ялавăн çăлакан

Çулпуç ятне, курап эп.

 

Хăватлă броневик çинче

Çĕнтерĕве пилленĕн

Тăрать вăл хăйĕн хулинче-

Алне çĕкленĕ Ленин.

 

Тăрать çĕршывăн чунĕ пек;

Вăл бронза мар, вăл чĕрĕ;

Тăрать йыхрав пек, ĕмĕрех

Çак вырăнта вăл тăрĕ…

 

Нева хаяррăн хумханать…

Ан ур, тăшман, ан антăх:

Памастпăр ирĕк хулана

Нихçан та! Никама та!

Асаплă сăмахсем


Хăш-пĕр вĕренекенсем географипе историе начар пĕлеççĕ.

Хаçатсенчен

Амăшĕ сĕтел хушшинче пуçне хыçкаласа ларакан ачи çине шывланнă куçĕсемпе пăхать:

— Йывăр-и-мĕн вĕренме?

— Йывăр, анне! Мĕн вĕренни пуçран тухсах пырать, — терĕ ача картишĕнче юлташĕсем шавланине итлесе.

— Ан хăра! Испытанире лайăх калатăн.

— «Лайăх» теме аван сана. Калаймасан вара?

— Çуркунне калайманнине халĕ калатăнах ĕнтĕ. Тепĕр класа куçатăнах.

— Çук, куçаймастăп пулĕ, аннем.

— Ан хăра. Авă сан кĕнекӳсем мĕн чухлĕ.

— Эсĕ, анне, манран çак кĕнекесем тăрăх ыйт-ха! — тет ача амăшĕ çине ачашшăн пăхса.

— Ыйтма пĕлĕп-ши?

— Пĕлетĕн. Пĕр-пĕр кĕнекине уçса хур та мĕн тухнине вуласа ыйт. Эсĕ хăш кĕнекерен ыйтнине пĕлмелле ан пултăр тесе эп сан еннелле çурăмпа çаврăнса ларăп, пăхмăп.

— Ну, юрĕ, — терĕ те амăшĕ пĕр кĕнекине уçса хучĕ. Вăйсăр куçĕсемпе чылайччен пĕр тĕле пăхса ларнă хыççăн: — Кам пулнă вăл Желябов? — тесе ыйтрĕ куçне кĕнеке çинчен илсе.

— «Кам» мар. «Мĕн». «Желябов» вăл — Атăл тăрăх çӳрекен пăрахут ячĕ. Нумай пулмасть Сĕнтĕрвăрринелле кайрĕ...

Малалла

Хитре Хветли


"Мăн кăмăллă", — текелеççĕ ман пирки ялта. Пуç каçăртса çӳреместĕп пулин те. Тем тесен те кĕвеçеççĕ. Уйрăмах юлашки вăхăтра. Эпĕ капăртарах тăхăнса çӳреме тытăнтăм-ха та. Мĕншĕн тăхăнас мар? Арчара мĕн пуррине хăçан тăхăнса пĕтерес? Ĕлĕкрех мана "Хитре Хветли" тетчĕç те çав. Халĕ те аптăрамастăп-ха, хăшĕ-пĕри пек эрех ĕçсе сăн-пите илемсĕрлетметĕп. Çи-пуçа вара кашни кунах улăштаратăп. Манăн анне те питĕ тирпейлĕ пулнă. Эпĕ те аннене хывнă. Эпир ача чухне хурăнташ-кӳршĕпе питĕ туслă пурăнатчĕ, ялан пĕрле ĕçсе-çиетчĕç. Халь хамăр та вĕсенчен юлмастпăр-ха. Пурăннă чухне савăнма та пĕлмелле. Анчах тепĕр чухне ытлашширех пулса каять-çке. Малтан чип-чипер, йĕркеллĕ. Кайран тем пулать мана, кăмăлăм уçăлать, никам та тытса чараймасть — çав териех хавхаланса каятăп. Хам та тĕлĕнетĕп хăш чухне. Çунат пулсан вĕçсе кайăттăм.

— Атя, ĕçсе пар! — тет кума. — Каçхине çĕрĕпех лаçра лартăм. Ир енне куç хупăнать. Çывăрнă та кайнă.

— Ай-уй! Йĕркеллех тухрĕ-и?

— Йĕркеллех сана...

— Ак, тата мĕн? Йăвашланса кайрĕ-и?

— Ĕçсе пар малтан, вара пĕлен...

Ĕçсе пăхрăм та — шыв тута калать.

Малалла

Тухатмăш


Кавриле пичи каласа кăтартни

Пĕрре, вăл ĕлĕкех пулать ĕнтĕ, эпĕр виçĕ çамрăк ача -Митри, Ванюк /иккĕш те салтакран килнĕ анчах, эпĕ хам та маттур/ калăм каç, пĕр шут тытса, тухрăмăр тухатмăш шырама. Малтанах мунчасенче шырарăмăр. Çук, шуйттан çитĕр пуçна, пĕр калăм ватти те тупаймарăмăр. Кайрăмăр масар çине. Ун чух пирĕн икĕ масарччĕ: пĕри - тĕне кĕнĕ чăвашсен, тепри - тĕне кĕмен чăвашсен. Унта та çук. Уттартăмăр Емел масарĕ çине. Пĕр пилĕк-ултă çухрăм ытла каймалла. Каллех пĕр тухатмăш та çук. Киле пĕр тухатмăш та пулин тытмасăр каяс мар тесе тепĕр вун çухрăма, Вăтăр Юман киремечĕ /ял ячĕ/ масарĕ çине яра патăмăр. Каллех пĕр тухатмăш йĕрĕ те çук.

Тарăхса çитсе çутăласпа киле аран çитрĕмĕр. Ĕнтĕ нихçан та тухатмăш тытма каяс çук тетпĕр.

Пĕр ик-виç çултан çав калăм каçах Элентей мучи патĕнче çур çĕрчченех лара патăм. Çĕр тĕттĕм - куçна йĕп чик... Хамăн пăртак шикленес шухăш та пур.

Урам урлă каçас тесе утаттăмччĕ. Ах тур!.. Умра шурă курăнсах кайрĕ. Пăхатăл: хур. Ка-ка-ка-ка-ка! тет.

Чун çурăлсах кайрĕ. Пăхатăп — Утякин арăмĕн пӳрчĕ умĕнчех тăратăп. Утякин арăмне ялĕпех тухатмăш тетчĕç. Тата унăн качча кайман пĕр 30-35 çулти хĕрĕ пурччĕ. Кăна та тухатмăш тетчĕç.

Малалла

Ура вĕçĕнчи юрату


Мĕншĕн качча кайрăм-ши? Каймасан — "кайман" теççĕ. Кайсан — "усал" теççĕ. Курманнин курас килет тет. Курсан - тарас килет тет. Чăнах та çалла пуль. Хирĕçес мар тесен те хирĕçмелли тупăнатех. Чĕнес мар тесен те чĕнмесĕр чăтма çук-çке. Хĕр чухне чи илемли, чиперри, ачашши, ĕçченни, типтерличчĕ эпĕ. Арăм пултăм та: "кахал", "шампа", "сысна", "сурăх", "йĕксĕк", "хăмла шуччи" тата тем те пĕр итлеме тӳр килет. Мĕнле чăтмалла вара кăна? Малтанах упăшка хыттăн кăшкăрсанах "уйрăлатăп!" - тесе хăрататтăм. Эпĕ япаласене пуçтарма тытăнсанах йăпăлтатма, ӳкĕтлеме пуçлатчĕ. "Анна, эпĕ сансăр пĕр кун та пурăнмастăп çак килте! Ниçта та ямастăп", - тетчĕ. Япаласене пытара-пытара хуратчĕ. Пĕррехинче хĕлле тăхăнмалли атта аслăк тăррине таçта чикнĕ те, кайран ниепле те тупаймарĕ. Çуркунне тин, утă пĕтсен, тупăнчĕ. Манăн атă ăшĕнче кушак кайăксем йăва çавăрнă, çурисем чĕриклетеççĕ анчах! Йĕрĕннипе тислĕк купи çине тухса петĕм. Тăхăнма май çук. Мĕн чухлĕ вăрçрăмăр-ши кун пирки. Тепрехинче манăн урари çĕнĕ танкеткăна хывçа илчĕ те /эпĕ тухса каясран хăранипе ĕнтĕ/ анкартине, çĕр улми ани хушшинелле вăркăнтарчĕ. Хăраххине тупрăмăр, тепри ниçта та çук. Кӳршĕ йытти çĕклесе кайса çырмана пăрахнă пулмалла. Ура çинче питĕ илемлĕ курăнатчĕ - çук, тăхăнса савăнаймарăм. Мур йытти пĕтерчĕ. Мĕн тĕрлĕ мыскара пулмасть пирĕн. Çӳçе сапаласа яратăп та, юмахри вутăш пек, хачăпа касма хатĕрленетĕп. Эй, чупса пырать те... Эпĕ вырăн çинче, çăмăлскер, пакша пек сиккелетĕп. "Касап!" - тетĕп. "Турă пул, хĕрхен хăвна, ан кас!" - тесе йăлăнатчĕ. Каярахпа хăнк та туми пулчĕ ман этем. Эпĕ хачă тытатăп, касма тăратăп, вăл пур - чӳрече уçнă та лăпкăн çеç пирус мăкăрлантарса тă-ă-ăрать! Касма та шеллетĕп, ăна та тарăхтарас килет. "Касатăп ак!" - тетĕп. "Касмастăн", - тет. Манăн ăна пăхăнтармалла вĕт-ха! "Кур, касатăп!" - тетĕп. "Маншăн пулсан хуть те шакла касса яр!" - тесе хучĕ. Эп ку сăмахсене илтсен урсах кайрăм. Хама сиен тунине пăхмасăрах çӳçе йăлт касса вакларăм. Чăлăш-чалăш çӳçпе тăрса юлтăм. Анкă-минкĕ! Кайран-малтан тек çӳçĕм ӳсмерĕ, ыраш кĕлти пек çӳç вырăнне качака хӳри çеç тăрса юлчĕ. Каярахпа упăшкана апат çимесĕр хăратма пуçларăм. Эпĕ, хытканскер, апат кăшт çимесенех начарланса, типсе ларатăп. Вăл пур, кунран-кун самăрланса пырать. Шыв ĕçнипех мăнтăрланать пулмалла. Эрехне те лайăх кӳпет. Ăна хăратас тесе эпĕ эрнипе выçă тытма та хатĕр. Тирĕмпе шăммăм çеç тăрса юлать манран. Санпа, хăмла шуччипе, мĕнле пурăнмалла, тытмалăх та çук, ыталамалăх та çук!" - тесе ахăрать. "Юрать, эпĕ качча илтĕм, кама кирлĕ эсĕ? Эпĕ пурнăç турăм, эсĕ манăн ĕнсе çинче пурăнатăн!" - тет. Эпĕ парăнма мар, пушшех хытă тарăхса каятăп, ăна хирĕç качака пек сикетĕп. Хĕрарăма чĕниччен - чĕнменни. "Эп пулмасан эсĕ тахçанах кĕлмĕçе тухаттăн, мăнтăрланса ларнă!" - кăкăр çапса кăшкăратăп ăна хирĕç. Хăйне, мăнтăр пулсан та, темшĕн юрататăп-ха. Тарăхнă чухне çавах тем те калас килет. "Юрать, эпĕ пăхатăп сана, эсĕ никама та кирлĕ мар!" - ку сăмахсемпе тĕлĕнтерейместĕп, паллах, никама та. Кĕçех пирĕн килте кастрюльсем "вĕçме" пуçлаççĕ. Ку та пирĕнтен тухнă япала мар, нумай çемьере пулкалать. Арçын мыскари ĕмĕртен пырать. Хĕрарăм мĕнле чăтать-ши тулĕк? Ăна пĕлместĕп вара. Ну, кайран, "аслати кĕмсĕртетни" иртсен эпĕ кутăнланса, апат çимесĕр пурăнма тытăнсан пирĕн килте чăн-чăн "драма" пуçланать. Питĕ хăрать эпĕ "выçă тытассинчен". Ахаль те хытканскер, пушшех те хытса ларăп. Пит чирлĕ сысна çурин хырăмĕ евĕр путса кĕрет, витĕр йĕп чиксен йĕп тухать. Урасем патак пек çеç юлаççĕ. Пĕр куçсем анчах ĕнтĕ. Вĕсем те пулин сӳннĕ, упăшкана çилленсе сиввĕн пăхнă чухне анчах ялкăшаççĕ. Вăл пур, мана куçран пăхать. /Куçĕсем манăн юрăри утмăл турат пек кăн-кăвак!/ Ухмах та мар эпĕ выçă пурăнма. Упăшка выльăхсене апат пама тухать те кил хушшине, эпĕ чĕрĕ çăмарта, турăх, хăйма ĕçетĕп. Вăл кĕнĕ çĕре ним пулман пек, вăйран кайнăн, пĕр çĕрелле пăхса ла-аратăп. Кунĕпе çĕрти çӳпе те илсе пăрахмастăп. "Юрать каç пулать!" - тетчĕ аннем. Чăнах та, каç пулни кăна çăлать пулĕ çынсене. Çĕрле çывăрса лăпланатăп. Унта, тĕттĕмре, нимĕн те курăнмасть, çав паха. Тата килте арăм пур чухне арçын пĕччен çывăрма юратмасть. Хĕрарăм мĕн, хĕрарăм юнтарать. Хăйне мĕнле тытмаллине вăл пит аван пĕлет.

Малалла

Юлташран сивĕнтĕм


Пухăва хатĕрленетпĕр. Акционерсен пухăвне. Манăн та темиçе акци пур. Çавăнпа пулас пуху мана тӳрремĕнех пырса тивет. Унта пирĕн обществăна малашне кам ертсе пырасси паллă пулать. Хальхи директора кăларса пăрахас сас-хура çӳрет. Заводра ăçта кăна çитместĕн — пур çĕрте те çакăн çинчен калаçу. Манашкаллисем, хăйсен аллинче темиçешер акци тытаканнисем эппин, икшер-виçшерĕн пуçтарăнсанах сăмах пуху пирки пуçланать. Килте те, ĕçе кайнă е унтан таврăннă чухне троллейбус-автобусра та çав шухăш пуçран тухмасть. Халăх тем те пĕлет, тем çинчен те калаçать. Çавăн пек чухне ман юлташ, юнашар цехра ĕçлекен Мирон Иванч, сăмах-юмаха хăй аллине илет.

Юлташ тенĕрен, Мирон Иванч пирки çакна каласа парам. Ача чухне эпĕ унпа ялти шкулта пĕрле вĕреннĕ. Мирун вăл вăхăтра та пĕрле вĕренекенсен хушшинче хăйĕн хастарлăхĕпе палăратчĕ: пионерсен пухăвĕсенче сăмах калатчĕ, стена хаçатне çыркаласа тăратчĕ. Тĕрлĕрен уявсенче е яла, шкула килекен хаклă хăнасене кĕтсе илнĕ чухне ăна сăвăллă салам калаттаратчĕç.

Кайран та, институтран вĕренсе тухсан, инженер дипломĕсем илнĕ хыççăн, эпĕ унпа пĕр заводах лекрĕм. Кунта та вăл хăйĕн активлăхĕпе палăрма тытăнчĕ, ăна часах партбюрона суйларĕç. Парти историне вĕренекенсен кружокне ертсе пычĕ. Кĕскен калас-тăк, заводра ăна пĕлмен-палламан çын çук тесен те йăнăш пулмĕ.

Малалла

Купрат патша


I пайĕ. Пăлхар халăхĕ — пĕлӳллĕ халăх

Çӳллĕ тусем çинче — çӳллĕ вăрман,

Çӳллĕ вăрманĕнче — ылттăн пăлан.

Ылттăн пăлан чуппи — чул çинче,

Манăн калас сăмах — хут çинче.

 

Аслă тинĕс варринче — шур утрав,

Шур утрав варринче — шур путрав.

Шур путрав эрешĕ — чул çинче,

Эпе юрлас юрă — хут çинче.

 

Çеçенхир варринче — ват юман,

Ват юман çумĕнче — йӳç палан.

Паланăн пиллĕхĕ — çырлинче,

Манăн калас пилĕм — хут çинче.

Ямахат юрри.

■ Страницăсем: 1... 789 790 791 792 793 794 795 796