Михаил Дмитриевич Михайлов (Мĕтри Мишши) 1935 çулхи чӳкĕн 3-мĕшĕнче Ермекей тăрăхĕнчи Кăратмас ялĕнче çуралнă. Унăн ачалăхĕ хаяр вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Пĕчĕклех хресчен ĕçĕн тути-масине пĕлсе ӳснĕ.
1954 çулта çамрăк Мишша ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Каярах вара Абдулинăри чукун çул ĕçченĕсене хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕнĕ. 1956-1958 çулсенче Приютовăпа Абдулинăра чукун çул рабочийĕнче вăй хунă. Шкаповăра нефть кăларма пуçласан харсăр каччă «Баштехснабнефть» треста ĕçлеме вырнаçать. Кунта вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тивнĕ унăн: нефть кăларнă вырăнта, грузчикра тата ытти те.
Сăвă çырас ăсталăх унăн чунĕнче мĕн пĕчĕкрен тĕвĕленнĕ. Сăвăçăн пĕрремĕш хайлавĕсем Пишпӳлекре тухса тăнă «Колхозри ĕç» хаçатра пичетленнĕ. Мĕтри Мишши — «Шур Атăл» литпĕрлешӳ членĕ, 1999 çулта «Хавхалану çăлкуçĕ» поэзи фестивалĕн виççĕмĕш премине тивĕçнĕ.
Хайлавĕсем
Хушма каçăсем
Шухăшсем
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Get more leads for your chuvash...
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Вы ищете способ эффективно утилизироват...
Get more leads for your chuvash...
Imagine if chuvash...
Вы ищете способ эффективно утилизироват...
Is your chuvash...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...