Париж коммунарĕсене
Пĕр çын пекех, пуянсем хĕснипе,
Тăнă карах пур Париж çыннисем.
Çут тĕнчене тĕпĕпех çĕнетме
Юнлă вăрçа тухса кайнă вĕсем.
Пĕтĕм çĕртен буржуйсем пухăнса,
Шăлĕсене хăйраса йытă пек,
Вĕчĕрхенсе, кăшкăрса, чыхăнса,
Пынă пăлхав хулана çĕмĕрме,
Пĕчĕк ачасен, ватăсен юнĕпе
Пăлхавăра путарса пĕтерме.
«Тытăр пăшал, урама, граждансем!
Çак революци ĕçне хăтарар!
Пур урамра баррикадăмăрсем,
Тухăр часрах, виличчен çапăçар!
Кăкăрсемпе революци чапне
Савнă Париж хулине питлĕхлер!
Çук хĕрхенӳ! Вăхăт мар шеллеме,
Пурĕпĕр вилĕм, коммуншăн вилер».
Пĕчĕкçĕ Тьер хушнине итлесе,
Ылтăнĕсемшĕн каçса антăхса,
Ав Версальри мясниксем çухăрса
Кайрĕç штурмпа баррикада çине.
Чан чарăнмасăр кĕрлет, çĕмĕрлет,
Тăрăлтатса пуп сасси янăрать,
Кĕрĕслетсе пăшал пени илтĕнет,
Вут шавласа çуртсене çунтарать.
Чул чăлтăр-чалтăр туса сирпĕнет,
Пуля çитсе çынсене тӳнтерет,
Етре баррикадăсене çĕмĕрет,
Штык хуçине шăтарса вĕлерет.
Тискерленсе, юн шăрши сиснипе
Тьерăн салтакĕ урса пăсăлать.
Мĕскĕн Париж хулине пĕтĕмпе
Пĕр чунсăрах хăварма шухăшлать.
Çук хĕрхенӳ хĕрпеле арăма,
Çук хĕрхенӳ, çук черчен ачана,
Çук пытанма вырăнсем никама,
Вилĕм пурне те, юн çеç Сенăра.
Çĕрĕн, пиншерĕн вăрçса вилекен,
Вунă пиншерĕн персе вĕлерни,
Çук ĕнтĕ урăх хута кĕрекен,
Пур урамра ӳт купи, çын вилли.
Ав юлашки баррикада тӳнет.
Сӳнчĕ Париж - революци йăви,
Ак юлашки коммунарĕ ӳкет.
Вилчĕ Париж, коммуна вилет.
Шăп тăр, юлташ, çĕлĕкне хур хывса,
Ӳкнĕ герой умĕнче пуçна ус.
Çав коммунарăн ĕçне асăнса,
Чаплă сăмах пар паян, савнă тус:
«Çук, хĕрхенӳ, вăхăт мар шеллеме,
Пур буржуя тавăру çитмелле.
Вилĕм коммунăн усал тăшманне!
Сыв пултăр коммуна ялан, ĕмĕре!»
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...