Илсе кай мана пĕрле


— Пĕрре çăлтăр, иккĕ çăлтăр, виççĕ...

Чӳрече умĕнче шухăша путнă хĕр ларать. Куç умĕнче — тăван ялăн кулленхи ӳкерчĕкĕ, илемлĕ çуртсем, сарлака урамсем, йывăç-курăк, ӳсентăран, çынсем... Пуçра вара паян урăххи... Шухăшсем таçта аякра — инçетре вырнаçнă вĕçĕ-хĕррисĕр Уçлăхра.

— Пĕрре çăлтăр, иккĕ çăлтăр, виççĕ... Чӳрече кĕленчи çине пырса çапăнакан çумăр тумламĕсене те çăлтăр тесе шутлатăп-çке-ха. Мĕншĕн мана Уçлăх хăйĕн патне çав тери туртать-ши? — хăйĕнпе хăй калаçса ларать хĕрача.

Чĕкеç хăмăр çӳçлĕ, кăвак куçлă. Вăл хăйне йĕркеллĕ тытать, ватăпа та, çамрăкпа та кăмăллă калаçать, çутçанталăка юратать. Ун çине пăхсан — хĕр ача ыттисем пекех тейĕн, анчах та Чĕкеçĕн пĕр уйрăмлăх пур — вăл кун сиктерсе Уçлăха вĕçет. Ял çыннисем Чĕкеç пĕлĕтелле хăпарнине сиснĕ ĕнтĕ, анчах хăйĕнчен кун пирки ыйтма аванмарланнă.

Паян Чĕкеç вĕçмерĕ, вăйлă çумăр çуни хĕр кăмăлне ирех пăсрĕ. Сасартăк алăк сасси ăна, шухăша путнăскерне, Уçлăхран уйăрчĕ. Чĕкеç каялла çаврăнса пăхрĕ, кӳршĕ ачи, Унтри, пӳрте кĕрсе тăнă, иккен.

— Чĕкеç, — тӳрех пуçларĕ Унтри, — мана тахçантанпах пĕр ыйту канăçсăрлантарать, ял халăхĕ сана Уçлăха вĕçет теççĕ, тĕрĕс-и ку?

Хĕр йăл кулчĕ.

— Мĕншĕн кулатăн? Кулăшла ыйту патăм-и?

— Çук, — лăпкăн хуравларĕ Чĕкеç, — тĕкĕр çине пăх-ха, эпĕ санран мĕншĕн кулнине ăнлантăн-и?

Арçын ача, çумăра пăхмасăрах кунĕпе урамра чупса çӳренĕскер, пылчăкпа вараланма ĕлкĕрнĕ имĕш. Икĕ пит çăмартийĕ те хуп-хура.

— Тĕрĕсех çынсем калаçаççĕ, — пуçларĕ Чĕкеç. Эпĕ Уçлăхра час-часах пулатăп, тĕрлĕ планетăсене кайса куратăп. Манăн унта юлташсем пур. Вĕсем ырă кăмăллă çынсем, никампа та çапăçмаççĕ, никама та ăмсанмаççĕ. Юлташсемпе тем çинчен те чуна уçса калаçатăп — нихăшĕ те ятламасть, вĕсене тĕрлĕ вăрттăнлăх уçса паратăп — пĕри те сивлемест, сутмасть. Манăн юлташсем ăслă, нумай пĕлме тăрăшаççĕ. Мана вĕсемпе çав тери лайăх, пĕлетĕн-и Унтри, лайăх.

— Ăçтан тупăнма пĕлнĕ-ха çакăн пек туссем? Пурнăçра кун пек çынсене тĕл пулаймастăн та пулĕ. Манăн вара юлташсем çук.

— Мĕншĕн çук? Эсĕ йăнăшатăн, Унтри. Вĕсем кашни çыннăн пур, анчах та нумайăшĕн вăхăтлăх юлташсем çеç. Тус пулма йывăр мар, чăн-чăнни пулма вара питĕ хĕн.

— Çапла пулĕ, Чĕкеç. Манăн та пĕр тантăш пурччĕ, леш касри Ваçукпа иксĕмĕр ялан пĕрлеччĕ. Пĕлтĕр кĕркунне вăл мана кӳрентерчĕ. Каç пулттипе Маюк кинемей пахчине пан улми пуçтарма илсе кайрĕ, вăрра кайнине никама та шарлама хушмарĕ, хăй вара ман пирки çав каçах амăшне элек сарчĕ. Кун хыççăн Ваçукпа калаçайми пултăм, урамра тĕл пулсан та аякран тараттăмччĕ.

— Шутласа пăх-ха, Унтри, çын пахчине кĕме юрать-и вара, вăрлани ырă ĕç шутланать-ши? Айăпĕ кунта пĕтĕмпех санра мар-ши?

— Чĕкеç, эпĕ пĕтĕмпех ăнлантăм. Маюк кинемейрен каçару та ыйтрăм, вăл мана каçарчĕ, çапах та ватă çынна кӳрентернĕшĕн паянхи кун та ӳкĕнетĕп, куçран именмесĕр пăхаймастăп... Чĕкеç, пĕрре илсе кай-ха мана пĕрле.

— Кăмăлу пулсан ыран ирех тăр, таса сывлăмпа çăвăн, тул çутăличчен пире илме карап анĕ.

* * *

Пысăк мар карап çӳлелле хăпарчĕ. Çăлтăрлă çулпа пыма йывăр пулчĕ ăна, темĕн тĕрлĕ çӳп-çап, усал газ вĕçме чăрмантарчĕ. Сасартăк Унтри темĕн пысăкăш çутатакан çаврака курчĕ.

— Ан хăра, ку Уйăх — чи çывăх планета, — терĕ Чĕкеç. Çĕрпе Уйăх хушшинче 400 пин километр çеç, çавăнпа та ăна çывăхра курма пулать.

— Куратăн-и, лере Меркурий. Çĕр çинче пĕр çулталăкра 365 е 366 кун пулсассăн, кунта вара 88 талăк çеç, — малалла ăнлантарчĕ Чĕкеç.

Унтри хĕрача каланине тимлĕ итлерĕ, унăн халех планета çине анса ларас килчĕ.

Чĕкеç арçын ача шухăшне туйнă евĕр карапне ерипен пĕр пĕчĕк планета çине антарчĕ. Юлташсем çемçе курăк çине анса тăчĕç.

— Тĕлĕнмелле, — кăшкăрчĕ Унтри, — чул çинче симĕс курăк ӳсет. Мĕнле майпа? Хура çĕр çине вăрă аксассăн та тепĕр чухне нимĕн те шăтманни пулать.

— Ан тĕлĕн, кунта чул çинче те курăк ешерет, пĕчĕк пĕвесенче те ылтăн пулăсем ишеççĕ, çумăр тумламĕсем те таса, тăрă, ĕçме пулать. Пăх-ха, йĕри-тавра — пĕр çӳпĕ пĕрчи те курăнмасть, мĕншĕн тесен кунти çынсем хайсем хыççăн яланах пуçтараççĕ, тасатаççĕ. Тасамарлăх вĕсене тарăхтарать, пите вараланă пек туйăнать. Кунти çынсем çут çанталăка хытă юратаççĕ, упраççĕ. Çут çанталăка çеç мар пĕр-пĕрне те саваççĕ, хисеплеççĕ. Куратăн-и, ватăпа çамрăк пыраççĕ. Мучи мăнаçлăн утать, мĕншĕн тесен ăна ачапа юнашар утма кăмăллă — çамрăк ватта сума суса çул парать, йывăр çĕклемне йăтса пулăшать, — терĕ Чĕкеç, хăй çавăнтах аллинчи сехечĕ çине пăхрĕ. Сана юлташсемпе çывăхрах паллаштарăттăмччĕ, анчах паян вăхăт сахалрах, халех килелле тапранас пулать.

— Вăхăт тухрĕ те-и? Манăн пачах каяс килмест.

— Пирĕн каймаллах, Çĕр çинче те ĕçсем нумай.

Туссем васкамасăр карап çине ларчĕç, пĕчĕк планетăпа сыв пуллашрĕç.

— Чĕкеç, планета пĕчĕк пулин те кунта пысăк çынсем пурăнаççĕ, иккен.

— Тĕрĕс, Унтри. Ку планета пĕчĕк, унăн ячĕ те çук, анчах та унти пурнăç шавĕ аякка илтĕнет. Санăн та вĕсем пек пысăк пулас килет-и?

— Çапла. Йĕри-тавра илем, хитрелĕх. Мĕнле кăмăллă çак илемпе хитрелĕх хушшинче пурăнма, савăнма, юратма. Чĕкеç, кашни кун илсе кай мана пĕрле...

Кĕçех Çĕр курăнма пуçларĕ, туссем килелле çывхарнăçемĕн çывхарса пычĕç.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-02 18:40:00):

Çырас ăсталăх пур пек туйăнать, çав енченех такăннă вырăнсем ытла нумай.

Пĕтĕмĕшле илсен япăх та мар пек. Пăхăпăр, тен вырăн та лекĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: