Шăрпăкпа выляма юрать-и?


Алешăпа Борис вăрман ăшĕнче ларакан лăпкă кăна пĕчĕк чăваш ялĕнче пурăнаççĕ. Алеша кашни кунах вăрмана каять, унта каймасан вăл хăйне япăх туять: ăшра темĕскер çунать пек, самантран вара пăрлантарса лартнă пек туйăнать. Вăрмана çитсен вара çак туйăмĕ çухалать, унта ача чунĕнче лăпкăлăх хуçаланать. Ăшри ытлашши вăйне вăл вăрманта пĕтерет.

Борис вара ытларах телевизор курма юратать. Мĕн чухлĕ интереслĕ передача-çке унта! Мĕнле чăтăн-ха вĕсене курмасăр.

Пĕрре ирхине Алеша вăрмана каятăп тесе Бориса пĕчченех килте хăварчĕ. Борис нумай шутласа тăмарĕ, Алеша кайсанах урама тухса чупрĕ. Ара, никам та çук чухне килте мĕн тумалла? Урамра вылянă чухне Боря икĕ вут сыппи тупрĕ. Вĕсем, çĕнĕскерсем, шурă кулач пекех шап-шурă иккен. Анчах Борьăна шур çăкăр питех килĕшмест, вăл ытларах хура çăкăр юратать. Шутларĕ-шутларĕ те Боря çак «çăкăрсене» пĕçере пĕтерме шутларĕ. Вĕсем шурă мар, хура пулччăр. Килтен хутпа спичка илсе тухрĕ, кайран вутă хатĕрлерĕ. Урам вĕçĕнче лакăмлă вырăн тупрĕ, кайран кăварне сӳнтерме лайăхрах пулĕ терĕ. Алеша вăрмантан килнĕ çĕре «çăкăра» пĕçерсе пĕтерес тесе васкасах кăвайта чĕртсе ячĕ. Кăвайт шатăртатса çунать. Ун çине пăхса тăнă май Боря аса илех кайрĕ: 10 сехетре СТС каналпа интереслĕ передача пулать, экстремаллă ситуацисенче аманса сусăрланнă çынсем çинчен каласа параççĕ. Ăна курмаллах! Боря васкаса киле чупса кĕрес кайрĕ, вутне сӳнтерме манчĕ.

Çанталăк типĕ, çуллахи вăхăт-çке. Çулăм часах типĕ курăк тăрăх ял патнелле çывхара пуçларĕ, Петĕр пиччесен умĕнче ӳсенкен темиçе йывăçа ярса илчĕ, унтан юнашарах купаласа хунă хăма купи те шатăртатса çунма пуçларĕ.

Ял çыннисем витресемпе шыв йăтса аялалла чупнине курсан Боря урама чупса тухрĕ. Çуннине курсан вăл каялла киле чупрĕ, вырăн айне кĕрсе пытанчĕ.

Çынсем çулăма сӳнтерес тесе чупкалаççĕ, шавлаççĕ.

— Ак, пĕри ăçта кĕрсе кайрĕ-ха, вилет вĕт! — кăшкăрса ячĕ тахăшĕ.

Чăнах та, пĕри çулăм варрине кĕрсе тăчĕ. Вăхăт пĕр самантлăха чарнчĕ!!! Çынсем те шăнса ларчĕç. Çак çын Борис тунă пушара самантра сӳнтерчĕ. Вăхăта каялла çавăрса ячĕ. Ял çыннисем çавăн пекех витресемпе тăраççĕ. Мĕн тума килнĕ вĕсем кунта? Халĕ пĕлес те çук. Тин çеç çуннă йывăçсем чип-чиперех тăраççĕ. Ăнланма май çук ĕçсене кам турĕ-ши тесе ун хыççăн чупрĕç. Çынах пулчĕ-çке, чиперех çулăм ăшĕнче тăчĕ-çке… Палламан çын халăхран вăрмана кĕрсе тарчĕ. Вăрманта çав вăхăтра кайăксем юрлама чарăнчĕç, йывăç çулçисем çилпе шăпăлтатма пăрахрĕç. Çынсем вăрмана кĕме хăраса тăмарĕç, тĕлĕнтермĕш пулăмăн тупсăмне пĕлес тесе вăрмана шалтан шала кĕчĕç. Вăрмана кĕрсен кăмпа татакан Алешăна курчĕç. Унран вĕсем никама та курман-и тесе ыйтрĕç. Çук тесе çеç каларĕ вăл, патаккипе çулçăсене сире-сире малалла кăмпа шырарĕ.

Киле килсен Алеша Борьăна çулăмпа вылянăшăн ятларĕ, малалла та çуннă пулсан мĕн пуласси пирки шухăшласа пăхма хушрĕ. Боря ăнланчĕ: çав çын пулман пулсан ял халăхĕ пушара сӳнтереес çукчĕ, кĕç-вĕç çулăм пурăнмалли çуртсене ярса илетчĕ-çке. Боря ял çыннисем тĕлĕнтермĕш çын çинчен калаçнине илтнĕ иккен. «Вăл эсĕ пулнă-им?» — ăнланса илчĕ халĕ кĕçĕнни. Алеша ăна хирĕç йăл кулса пăхрĕ те урăх ун çинчен калаçас мар тесе шăллĕне апат çиме чĕнчĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-02 20:57:34):

Шухăшĕ килĕшрĕ, анчах та кăшт анлăрах уçса парсан чаплă пулĕччĕ. Хальлĕхе лайăххисен шутне кĕртес.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: