Çĕнтерӳ кунне кĕтсе илни
Çу уйăхĕн тăххăрмĕш кунĕ...
Этем ĕмрисен тӳпинче
Ялан вăл çут çăлтăр пек çунĕ,
Манмасть ăна пĕтĕм тĕнче.
Эпир, ачапча, шкултаччĕ
Çав кун хутаç пек сумкапа.
Шур çӳçлĕ учитель пĕлтерчĕ
Пире чĕрери хаваспа:
— Вут-вăрçă пĕтнĕ... Итлĕр;
Кĕрлет çĕршывра Çĕнтерӳ!
Тĕп пулнă тикех юнлă Гитлер! —
Калаçрĕ учитель хĕрӳн.
Тăватă çулталăк-çке кĕтнĕ
Ватти те вĕтти çак куна.
Тинех хайхи... вăрçă пĕтнĕ!..
Хыпар шăнăçмасть яш чуна.
— Урра! та урра! — янрататпăр
Сумка çакса таврăннă май.
Çаплах кам пĕлмен — хыпарлатпăр, —
Ялти урамра çын нумай.
Лавкка умне халăх пĕвеннĕ, —
Кунта пухăнатчĕ пасар.
Паян та унта çын иленнĕ
Илтсессĕн хаваслă хыпар.
Крыльца умне пухăннă халăх
Тăнлать тилмĕрсе старике.
Трибуна çинчи пек вăл — калăн...
Ку кам? Герой ашшĕ иккен.
Çапла пуçласа эп курсаччĕ
Çав кун Кĕркури пиччене.
Танкист унăн ывăлĕ — Князькин —
Текех таврăнаймĕ килне.
Вăл çак Çĕнтерушĕн пуç хунă
Тин сӳннĕ хаяр вăрçăра.
Ыратнă сурса ашшĕн чунĕ,
Паян та пирте çав суран.
Хушса калани
Иртнĕ çулхи (2008) чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралса ӳснĕ Совет Союзĕн Геройĕ Николай Григорьевич Князькин (1919-1943) Киев хулине ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçура пуç хунăранпа 65 çул çитрĕ. Çавна май ялти культура çуртĕнче асăну каçĕ иртрĕ. Манăн çак сăвă паттăр ентешĕн çутă сăнарне асăнса унăн палăкĕ умне хунă чечек кăшăлĕ вырăнне пултăр.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...