Шеремет
1
— Мана-и? Мана хăратма–и?! — хирĕç кăшкăрчĕ Кашкăр Йăванĕн юратнă арăмĕ Сăр крокодилĕ çывхарнă май. — И-е-ех! — терĕ те вăл, ура çине тăрса кĕлете хăйĕн çинчен йăтса ывăтрĕ (Амазонка мар-и? Пурте пĕлеççĕ: чăваш ялĕ хĕрарăм çинче тытăнса тăрать!).
Çав хушăра Хăнтăр Юрккипе Кашкăр Йăванĕ, чĕр чунтан мар, çак харсăр арăмран хăранипе, йăмра çине хăпарса тарчĕç.
Лешĕ Сăр крокодилĕ патне чупса пырса ăна пĕрре тапрĕ, тепре çапрĕ, вăрăм сăмсинчен сăра куркипе янклаттарчĕ те, икĕ аллипе чĕр чуна кăвас чĕресĕнче чуста çăрнă пек çăрма пуçларĕ.
— Çитĕ пире хăратса пурăнма! — тесе ислетмеллипех ислетрĕ вăл ăна.
2
Те ытла хытă çапнăран крокодилăн хӳри татăлчĕ те ӳкрĕ, шăрчĕ тӳрленчĕ, сăмси пуклакланчĕ, тăватă ури тăсăлма пуçларĕ. Карма çăварĕ çеç хăрамалла курăнчĕ.
— Çын! Чăн-чăн çын! — тĕлĕнсе кăшкăрчĕç йăмра çинчен Хăнтăр Юрккипе Кашкăр Йăванĕ. — Çăварĕ кăна кашкăрăн пек аслă — тăрантарса çитереймĕн!
(Чăн та, халĕ çĕр çинче çын çисе яманни, пĕтерменни пĕр япала та юлмарĕ. Çывăх вăхăтрах пĕр-пĕрне çисе ямалли çеç юлать).
— Акă мĕншĕн Сăр юханшывĕнче пулă пĕтнĕ! Эсĕ çисе янă! — ăнкарса илчĕ Кашкăр Йăванĕн юратнă арăмĕ. Вара тепре кутĕнчен тапрĕ. — У-у! Кашкăр!
Çын пекех, анчах крокодилăн тимĕр пек хытă тирĕ, урапа тапнăран, пуш витре евĕр янăраса кайрĕ.
3
Патак çиесси юрă юрласси мар çав. Йăвашлансах кайрĕ Сăр крокодилĕ пулнă чĕр чун.
— Турă пулăр! Хăнана, ватиччен апат çитерĕр! — терĕ вăл аран-аран. — Виçĕ эрне пулă шăмми çисе пурăнтăм, вăй юлмарĕ.
Шеллерĕ Кашкăр Йăванĕн юратнă арăмĕ Сăр крокодилне.
— Халех! — терĕ вăл.
Хăнтăр Юрккипе упăшки йăмра çинчен анса шăналăк çинех сĕтел пуçтарма тытăнчĕç. Пуçларĕç вара арçынсем нӳхрепрен чăлана чупма. Малтан икĕ витре сĕт, кайран хĕрĕх çăмарта, пĕр чĕрес услам çу, аш, çирĕм сакăр шăрттан, кăмакара пĕçернĕ çăкăр, хуплу, пашалу тата тем те пĕр. Çиет те çиет! Тĕлĕнтермĕш мар-и?!
Икĕ витре сим пыл ĕçсен тин Сăр крокодилĕ шăналăк çине тăсăлса выртрĕ. Тăранчĕ пулас!
4
Сим пыл вăл кока-кола мар çав — кил хушшинче апатланакансем самантрах урасăр пулса тăчĕç.
Самаях хĕрсе кайнă Хăнтăр Юркки, яланхи йăлипе, купăсне алла тытса юрă шăрантарасшăн пулчĕ, анчах Кашкăр Йăванĕн юратнă арăмĕ кунта кам хуçа иккенне тӳрех аса илтерчĕ.
— Ан курнăçланса тăр! Лар! — терĕ вăл. — Хăнана сăмах пар!
Сăр крокодилĕ çулланнă куçĕсемпе йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ те иклетсе илчĕ, кайран хăйĕн хурлăхлă пурнăçĕ çинчен сăмахла пуçларĕ:
— Эпĕ Сăрта йĕркеллех пурăнаттăмччĕ. Анчах …
Ку вырăнта крокодилĕ йĕрсе ячĕ. Макăрмаллипех макăрчĕ, мăнтарăн. Чунĕ кӳтсе çитнипе пулĕ.
Кил хуçисемпе Хăнтăр Юрккин те куççуль шăпăртатса юхрĕ.
Эх! Шеремет!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...