Епреме
1
Крокодилсем епле макăрма пултарнине çынсем тахçанах пĕлеççĕ. Кăштах лăпланса çитсен крокодил хăйĕн йывăр пурнăçĕ çинчен каласа пама пуçларĕ. Вăл Сăр юхан шывĕн акваторийĕпе шăппăн (инкогнито!), Пенза хули патĕнчен тухса Улатăр, Çĕмĕрле, Етĕрне çумĕпе иртсе каясшăн пулнă имĕш. Унтан вара - Атăла çитсе Каспи тинĕсне кĕрсе тарса çухаласшăн иккен.
— Атăл Каспи тинĕсне юхса кĕнине пĕлетĕр-и? — ыйтрĕ вăл кил хуçисенчен.
— Пĕлместпĕр-и? Мĕнле пĕлместпĕр?! — хушша кĕчĕ Хăнтăр Юркки. — Географи манран лайăх пĕлекенни шкулĕпе пулман! — мухтанчĕ вăл.
— Мĕн пĕлетĕн эсĕ?! — чарчĕ ăна Кашкăр Йăванĕн юратнă арăмĕ. — Асту-ха, иртнĕ çул, анкарти хыçĕнче виçĕ хыр хушшинче çухалса кайнине! Ялĕпе шырарăмăр «кĕленче тĕпне»!
— Мĕншĕн инçе çула тухнă эсĕ? — тĕпчерĕ Кашкăр Йăванĕ Сăр крокодилне.
— Сывламалли çук! — терĕ лешĕ, кăкăрне икĕ аллипе çатлаттарса.
Çак сасса Шупашкарта та илтрĕç пулмалла. Çĕр чĕтрерĕ!
Ăнсăртран крокодил ӳппĕн çаврăнса ӳкрĕ те шăпланчĕ.
2
— Сим пыл ярса парăр! — терĕ вăл тем вăхăтран. — Унсăрăн çăвар та уçмастăп!
— Мĕ-ĕн?! — харăссăн ыйтрĕç кил хуçисем. — Алкаголик!
— Сăр шывне ĕçсен алкаголик çеç мар, тăнсăр пулса тăрăн, - терĕ крокодил. — Краççын шăрши кĕрет, йӳçĕ, симĕс. Тьфу!
Сăра курки каллех виçĕ хут йĕри-тавра çаврăнчĕ.
Хальхинче ӳсĕрĕлсех кайрĕ Сăр крокодилĕ.
— Çитĕ çут çанталăкран мăшкăллама. — Итлĕр-ха, тăвансем!
3
— Тискер кайăксене, вĕçен кайăксене тĕп турăр, вăрман касса пĕтертĕр, пулăсене çисе ятăр, карма çăварсем! — тарăхса калаçма пуçларĕ крокодил.
— Вара?! — харăссăн ыйтрĕç пурте.
— Итлĕр! Эпир кунта — тăваттăн…
— Виççĕн! — терĕ Кашкăр Йăванĕ. — Эсĕ çын мар — крокодил.
— Крокодил та мар — мутант! — хушрĕ Хăнтăр Юркки.
— Крокодим! — кĕскетрĕ юптарăва Кашкăр Йăванĕн юратнă арăмĕ.
Урса кайнă Крокодим сиксе тăчĕ те таçтан хăмла шалчи туртса кăларса çынсене кил хушши тавра хăвалама тытăнчĕ.
— Кăтартăп сире Крокодим! — кăшкăрчĕ вăл. — Халех раксем ăçта хĕл каçнине ăнлантарса парăп! (Вăл пĕлмесен — кам пĕлĕ?).
Хăваласа ывăнсан, хашка-хашка каллех пурте шăналăк çине йăванса кайрĕç. Ĕçкĕ малалла тăсăлчĕ, купăс сасси янăрарĕ.
4
— Акă мĕн сĕнесшĕн эпĕ! — терĕ Крокодим. — Пурте пĕрле пуçтарăнса çут çанталăка сыхлакан симĕс крокодимсен обществине йĕркелер!
— Тата мĕн шутласа кăларăн?! — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç çынсем.
Каç пуличченех тавлашрĕç. Кашкăр Йăванĕн юратнă арăмĕн сасси ял тăрăх сарăлчĕ.
Юлашкинчен пĕр чĕлхе тупрĕç-тупрĕçех. Шăналăк çине тикĕтпе пулă шăммине ӳкерчĕç те хăмла кашти çумне ялав пек çыхса, йăмра тăррине хăпартса çакрĕç.
Крокодим тăрăшнипе, çут çанталăка сыхлакан ушкăн йĕркеленчĕ.
5
Эхер те, каçхине тăватă саслă юрă илтетĕр пулсан — пĕлсе тăрăр: кусем — Кашкăр Йăванĕпе унăн юратнă арăмĕ, Хăнтăр Юркки тата Крокодим.
Ырă çынсем! Ан кӳрентерĕр вĕсене!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...